Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Казакова, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, администрацин структура подразделенийĕсен, организаци-учрежденисен ертÿçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.
Информаци кунĕн тĕп тĕллевĕ — çынсене республика аталанăвĕпе, çавăн пекех умра тăракан плансемпе паллаштарасси. Черетлĕ информаци кунĕ Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Кăтарту пур!» программăпа отчет форумĕ пулнă хыççăнах иртнĕрен кун йĕркинчи тĕп ыйту та çавăнпах çыхăнчĕ — «Кăтарту пур: 2021-2026 çулсенчи «Халăх программине» пурнăçа кĕртни».
Ведомство министрĕн çумĕ Татьяна Казакова юлашки пилĕк çулта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Халăх программипе» пунăçланă ĕçĕсем, кашни отрасльпех тунă ырă улшăнусем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кăтартусем пур! Вырăнти территорисене пуянлатас, çулсене çĕнетес, промышленность, коммуналлă инфратытăмне, пĕчĕк çĕршывăн культурине, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕве, туризма тата ыттине аталантарас, çемьесене тĕрлĕрен социаллă çăмăллăхпа тивĕçтерес тĕллевпе 2021—2026 çулсенче пурнăçланă ĕçсем пурте пĕлтерĕшлĕ, курăмлă. Çакна видеослайтпа пăхма та кăмăллă пулчĕ.
Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин программипе социаллă пурнăçпа экономикăна, вырăнти территорисене аталантарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Юлашки пилĕк çулта çеç 10 çĕнĕ ФАП, 8 врач амбулаторийĕ хута кайнă, 6-шне юсанă, хула хăтлăхĕн федераци программипе пилĕк обществăлла вырăна (41,8 миллион тенкĕлĕх) хăтлăх кĕртнĕ, 2020 — 2025 çулсенче нумай хваттерлĕ 13 çурта тĕпрен юсаса тирпейленĕ тата ытти те.
Информаци кунĕнчи тепĕр ыйтупа администрацин çамрăксен политики тата спорт секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Фенис Ахметов Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне, ГТОна мĕнле пурнăçласа пыни, сывă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшпе республикăра, муниципалитет округĕнче пурнăçланса пыракан ĕçсем, çитĕнÿсем пирки чарăнса тăчĕ. Тĕп тĕллев — 2030 çул тĕлне спорта тата физкультурăна парăннă хастарсен йышне 70 процента çитересси. Çакăн валли республикăра та, муниципалитет округĕнче те мĕн пур услови çителĕклĕ. Спорт залсем, ытти площадкăсем уçăлаççĕ, спорт лапамĕсем çĕнелеççĕ. Шăнкăртамра çывăх вăхăтра пысăк спорт комплексĕ хута каймалла.
Паян Украинăра ятарлă çар операцийĕпынăран, БПЛА, ракета хăрушлăхĕ пысăк. Сывлăшран килсе тĕллекен çар хатĕрĕсем çынсене, вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасене инкек ан кÿччĕр тесен вĕсенчен мĕнле сыхланмалла, чăн малтан мĕнле васкавлă йышăну тумалла? Кун пирки Патăрьелĕнчи полици начальникĕн çумĕ Зуфар Камалетдинов тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. «Чăн малтан çухалса каймалла мар, хăрушлăх килсе тухсан подвала е кантăксем çук пÿлĕме чупмалла, унта стена çумне пĕшкĕнсе лармалла. Хăрушлăх сирĕличчен унтан тухмалла мар. Çак йĕркесем пирки вĕренÿ учреденийĕсенче ачасене лайăх ăнлантармалла»,— терĕ вăл.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
