Муниципалитет округĕн тĕп больницин травматологи пÿлĕмĕнче стажер-тухтăр ĕçлет. Çамрăк специалист «Медицина кадрĕсем» федераци, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçе пуçăннă. Ординатурăна вĕçличченех сиплеве пуçăнма май пулни аван та.
Ильяс Бикчурин Шăнкăртам ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн сиплев ĕçĕн факультетĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Ун хыççăн травматологи тата ортопеди енĕпе ординатурăна кĕнĕ. Халĕ Ильяс Айдарович илнĕ пĕлĕвне ăста специалистсемпе юнашар ĕçлесе ĕçпе çирĕплетет.
«Хамăн ĕмĕте çуралса ÿснĕ вырăнта пурнăçа кĕртме май пулнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Ăста специалистсен пулăшăвĕпе малашлăхра професси тĕлĕшĕнчен ÿсессе те шанатăп. Манăн тăрăшулăх ентешсене сыватас ĕçре усă кÿрессе ĕмĕтленетĕп»,— тет çамрăк.
Тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков аслă шкул выпускникĕсем тăван ене таврăннипе кăмăллă. «Çамрăк специалистсем профессири пуçламăш утăмĕсене вырăнта туни лайăх. Кадр политикине çакнашкал тытса пыни муниципалитетра пурăнакансене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме пулăшать», — тет Николай Антонович.
Кадр потенциалне аталантарни сывлăх сыхлав отраслĕн тĕп задачисенчен пĕри. Ăна «Медицина кадрĕсем» федераци, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕсенче те уççăн палăртнă.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
