Ентешсен ят-сумĕ округ тулашĕнче те хисеплĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:36 Просмотров: 81

Юмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ ентешĕмĕрсем округ тулашĕнче те хăйсен хастар ĕçĕпе республика, Раççей шайĕнче ят-сум çĕнсе илни кăмăллă.

Акă, иртнĕ эрнере, тĕрĕсрех каласан мартăн 12-мĕшĕнче, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе Шупашкарти юхан шыв порчĕн генеральнăй директорне Ванифатий Шайкина «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степеньлĕ орден медалĕпе чысласси пирки алă пуснă. Вăл патшалăхăн пысăк наградине ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн тивĕçнĕ.

Ванифатий Шайкин Вăтаел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Туçари вăтам шкул выпускникĕ 1988 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи истори факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, 1999 çулта Атăлпа Вятка патшалăх службин академийĕнчен «Патшалăх муниципаллă управленийĕ» специальноçпа вĕренсе тухнă. Ĕç стажне Чăваш патшалăх университетĕнче лаборантран пуçланă. Ун хыççăн Шупашкарти пир-авăр техникумĕнче ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ, Калинин районĕнчи РК ВЛКСМăн орготдел заведующийĕ, Шупашкарти пир-авăр техникумĕнче истори преподавателĕ, хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-аппарат ертÿçи, Шупашкарти юхан шыв порчĕн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшнă. 2005 çултанпа вара Ванифатий Васильевич «Шупашкарти юхан шыв порчĕ» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ.

Ванифаний Шайкин Чăваш Республикинчи Общество палатин тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш, улттăмĕш йышĕн членĕ пулнă, халĕ унăн председателĕ шутланать.

Ентешĕмĕре Раççей шайĕнче сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те çитĕнÿ сунатпăр.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика