«Политика партийĕсем кучухнехи гражданла обществăн пĕлтерĕшлĕ институчĕ шутланаççĕ. Вĕсенчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей хăйĕн хăватлă структурипе палăрса тăрать. Чăваш Енре халăх ыйтăвне пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен пин ытла пуçламăш уйрăмĕ тата 500е яхăн тĕрлĕ шайри депутат.
Пирĕн кун умĕнхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программин 80 проценчĕ Халăх программипе тÿр килчĕ, эпир пĕрлехи вăйпа тĕллевсене пурнăçа кĕртме, эффективлă ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕ. Эпир хута яракан объектсем — çулсем, ФАПсем, культура çурчĕсем тата ыттисем те — пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн тĕп тĕллев — республикăна аталантарасси, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Парти çыннисене пурне те хастарлăхшăн тав тăватăп. Малашне те ырă сĕнÿсемпе шухăшсем çĕнĕ Халăх программине кĕрĕç».
Август 2026 |
