«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Кăтарту пур!» Халăх программине — пурнăçа

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:34 Просмотров: 78

«Пĕрлĕхлĕ Раçççей» партин «Кăтарту пур!» («Есть результат!») регионти форум çÿллĕ шайра иртсе кайнă. Форума Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăннă.

Форумра Халăх программине пурнăçлас тĕлĕшпе пилĕк çул хушшинче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, унта суйлавçăсен 60 пин ытла наказĕ кĕнĕ. Ку тĕлĕшпе кашни муниципалитетра, вăл шутра пирĕн муниципалитет округĕнче те нумай енĕпе ĕçĕн результачĕ куç умĕнче. «Çĕнĕ шкул» проектпа килĕшÿллĕн пилĕк çулта республикăра 10 шкул тунă, 14 ача садне, 121 шкула тĕпрен юсанă, 98 спортобъекта реконстукциленĕ, 40 модельлĕ библиотекăпа ачасен 14 искусство шкулне йĕркене кĕртнĕ тата ытти те.

Патшалăх пулăшăвĕпе 10,5 пин çемье çурт-йĕрлĕ пулнă. Вăл шутра СВО участникĕсене, тăлăх ачасене, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене унпа тивĕçтернĕ.

2025 çулта çеç Халăх программипе 184 социаллă объекта модернизациленĕ: 51 медучреждение юсанă, 29 ял клубне çĕнетнĕ, 48 обществăлла вырăна тирпей-илем кĕртнĕ, 570 километр çула тирпейленĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин тепĕр утăмĕ — региона малалла аталантарас тĕллевпе 2026 — 2031 çулсем валли çĕнĕ Халăх программин никĕсне хатĕрлесси.

«Кăтарту пур!» форумра Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева республикăра пурăнакан пиншер çынна пырса тивекен ĕçсене пурнăçа кĕртни пирки каланă. «Пилĕк çулта регионта нумай ачаллă çемьесене пулăшу пама 25 çĕнĕлĕх пурнăçа кĕнĕ. Пилĕк тата ытларах ачаллă 924 çемье çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă. Больницăсемпе поликлиникăсенче 400 ытла объекта йĕркене кĕртнĕ. Чăваш Ен çĕршывра пĕчĕк ача вилессипе чи пĕчĕк кăтарту пулнипе палăрать», — палăртнă вăл.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика