Йăваш йыттăн хаярĕ хÿри айĕнчех

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:33 Просмотров: 105

КИЛСĔР йытă усала вĕренет, теççĕ. Центрта урам тăрăх каллĕ те маллĕ чупакан анчăксем çÿп-çап пуçтармалли ешчĕксем патĕнче хутаçсене çураççĕ, сапалаççĕ. Вĕсене вăхăтра пушатманран унта ирĕккĕн хуçаланаççĕ. Тепĕр чухне иртен-каяна çулăхма та пăхаççĕ.

Хуçасăр, ирĕкре çапкаланса çÿрекеннисем те сахал мар. Вĕсен çумне тата кăкарчăкран вĕçертсе янисем хутшăнаççĕ. 7-8 йытă пĕрле пухăнсан вара урам чăнах та кĕрлесе çеç тăрать. Редакцине çак ыйтупа умлă-хыçлах шăнкăравсем пулчĕç. Амăшĕсем уйрăмах ачасемшĕн сехĕрленеççĕ. Çавăнпа йытă усракансен вĕсене кăкаркăçра тытмалла.

Яндекс.Метрика