Алне тытсан хут купăсне тăсса ярать юрра-кĕвве

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:33 Просмотров: 65

ЮРРА-ташша ăста çынсем кашни ялтах пур. Тепĕр чухне вĕсене сцена çине кăларакансем çеç çитмеççĕ. Пуррисем халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме ерçеймеççĕ.

Кивĕ Катекре те вырăнта çитĕннĕ артистсем, сцена ăстисем сахал мар. «Самана» ансамбль темиçе çул кÿршĕ ялсен халăхĕсене те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарса тăчĕ. Репертуара тĕрлĕ юрă кĕртнĕччĕ. Программи пуянччĕ. Вырăнта купăсçă пулманран пĕр вăхăт кунта Татмăшран, каярахпа Чăваш Ишекĕнчен хут купăс калакансем килсе çÿретчĕç. Вĕсем сукмака такăрлатма пăрахсан Патăрьелĕнче пурăнакан Юрий Воробьев предприниматель Кивĕ Катеке çул хывнă. Ÿркенмест, репетицисене пĕр сиктермесĕр çÿрет. Коллектива та часах хăнăхнă.

Юрий Иванович çуралса ÿснĕ Анат Туçа ялĕнче иртекен мероприятисене те кăмăлтан хутшăнать. Сцена çине халăх юррисемпе тухать. Хут купăсĕ алăра чухне вăл пĕччен пĕр концерт лартма та пултарать...

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика