СЕЛЭТ-БАТЫР вĕрентÿ центрĕнче «Пĕлÿ» обществин лекторĕ Гульнафис Азмукова çитĕнекен ăрупа «Хĕрарăмсем вăрçăра тата тылра» темăпа калаçу ирттернĕ.
Гульнафис Сабирзяновна хĕрарăмсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕнтерĕве çывхартас тесе летчиксемпе снайперсем тата ыттисем те мĕнле хастарлăх кăтартнине каласа панă. Çавăн пекех миллионшар çын станок умне арçынсен вырăнне тăнине, уй-хирте тырпул çитĕнтернине палăртнă.
Ачасене калаçу интереслентернĕ. Вĕсем лектора нумай ыйту панă. Гульнафис Сабирзяновна çамрăк ăру çĕршыв историйĕпе çакнашкал кăсăкланнишĕн савăннă.
Август 2026 |
