Ураза-байрам — тĕп праçниксенчен пĕри

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:32 Просмотров: 128

ПАЯН мусульман тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн Рамадан типпин уйăхĕ вĕçленет, вĕсем çемьесемпе, тăвансемпе, çывăх çыннисемпе тĕп праçниксенчен пĕрне — Ураза-байрама паллă тăваççĕ. Çак ятпа вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр. Исламăн уйăх календарĕпе вăл çулсеренех тĕрлĕрен куна куçса пырать. Кăçал вара вăл мартăн 20-мĕшĕпе тÿр килнĕ.

Сăмах май каласан, православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Аслă Мăнкун типпи малалла пырать. Вăл апрелĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать.

Яндекс.Метрика