Йĕлтĕрçĕсем старта тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:28 Просмотров: 95

Кĕçĕн Арапуçĕнчи Виталий Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр трасси татах спорта, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен хаваслă сассипе тулнă. Кунта йĕлтĕрпе чупассипе темиçе хутчен те чемпион пулнă Виталий Ивановича хисеплесе йĕлтĕрпе ярăнассипе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Ăна «Раççей спорчĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Старта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата Шупашкартан килнĕ 12 çултан аслăрах йĕлтĕрçĕсем тăнă. Дистанци 2 çухрăмран пуçласа 5 çухрăмччен пулнă.

Ăмăртăва хутшăнакансене курма пынисем хавхалантарса тăнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика