Çĕнĕ Ахпÿртре Владимир Тукмаков воин-афганеца, çар ĕçĕсене хутшăнакансене асра тытса йăлана кĕнĕ хоккей турнирĕ иртнĕ. Ăна «Раççей спорчĕ» патшалăх программине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Пĕрлех физкультурăпа спорт занятийĕсене халăха анлăн явăçтарассине, çамрăксене патриотла воспитани парассине шутра тытнă. Аслисемпе кĕçĕннисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессине те манман.
Мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Равиль Ямалетдинов, Афган вăрçин ветеранĕ Александр Ильин хутшăнса сăмах каланă.
Пухăннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене тата Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла вилнĕ А.Артемьева асра тытса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хунă.
Вăййа виçĕ команда хутшăннă: хоккей ветеранĕсен «Олимп», çамрăксен «Олимп» тата Сăкăтсен «Барс». Кашнийĕ пысăк хастарлăх кăтартнă.
Апрель 2026 |
