«Паттăр» спорт шкул базинче Алексей Краснов парнисене çĕнсе илессишĕн пуçласа хĕрарăмсен 40Ç командисем хушшинче волейболла выляса турнир иртнĕ. Ăна «Раççей спорчĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн «Достояние Республики» обществăлла патриотла организаци пулăшăвĕпе йĕркеленĕ.
Алексей Егорович хăйĕн пурнăçне спортпа, çĕнĕ ăру спортсменĕсене хатĕрлессипе çыхăнтарнă. Çак отрасльти ĕç стажĕ унăн 50 çултан та иртет. Лаша спортĕнче виççĕмĕш категориллĕ наездник паянхи кун та ăмăртусене хутшăнать, вĕсенче мала тухать.
Пĕрремĕш вырăнта Красноармейски округĕнчи «Спартак» команда, иккĕмĕшĕнче — Патăрьел округĕн хĕрĕсем, виççĕмĕш вырăнта Канаш муниципалитечĕн тата пирĕн «Сывлăх» (иккĕмĕш ушкăн) командисем пулнă.
Апрель 2026 |
