Упамсасем çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тÿпине хываççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:08 Просмотров: 51

Турхан территори пайĕнчи кашни ялтанах ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшма, çĕнтерĕве çывхартма волонтерсем урлă тăтăшах гуманитари пулăшăвĕсем парса яраççĕ, хÿтĕлев сеткисем те хастар çыхаççĕ.

Ку тĕлĕшпе пирĕн Упамса ялĕнче пурăнакансем те май пур таран хăйсен тÿпине ыр кăмăллăх ĕçĕ валли хываççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа ял-йыш кашни ир ĕçе кайнă евĕр клуба утать. Хăйсен ирĕкĕпе, чун-чĕрери шалти туйăм çĕршывшăн, хамăр салтаксемшĕн пархатарлă та ырă ĕç тума ыйтнипе пуçтарăнаççĕ хĕрарăмсем «станок» умне. Ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем, аслă ăру çыннисем кÿлĕннĕ сăваплă та пархатарлă ĕçе. Вĕсенчен хăшĕсем хăйсем те вăрçă терт-нушине чĕре витĕр кăларнă, унăн пылак мар «çимĕçне» тутаннă. Пĕрин ашшĕ, теприн кукашшĕ-аслашшĕ е пиччĕшĕпе шăллĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче выртса юлнă...

Клуб ертÿçи Наталия Лисова çирĕплетнĕ тăрăх ял-йыш СВО пуçланнăранпах вăрçăра çапăçакан хамăр салтаксен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас, вĕсене хавхалантарас тесе кар тăрса ĕçлет. Паянхи куна пирĕн пысăках мар ялта пурăнакансем 500 ытла сетка, дронсенчен хÿтĕленмелли 60 ытла плащ çыхса-çĕлесе ăсатнă. Унсăр пуçне ял-йыш ăшă кĕпе-тумтир, носкисем, апат-çимĕç, çар пурнăçĕнче кирлĕ ытти япаласене пуçтарас тĕлĕшпе те яланах пĕр çын пек кар тăрса ĕçлет.

Ялти уйрăм хастарсене те палăртса хăварас килет. Çак кунсенче çеç чылай чухне ял-йыша алă тăсса пулăшакан Леонид Белков СВОна ултă пысăк машина хăма, пиломатериал ăсатрĕ. Наиль Янтыковпа Александр Пятаков та салтаксем патне чылай пиломатериал парса ячĕç. Ял хастарĕ Эдуард Козлов ертсе пынипе «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ушкăн уçнă. Ун урлă та салтаксем патне кирлĕ япаласене вăхăтра çитерме тăрăшатпăр.

Ĕçчен те пултаруллă хĕрарăмсен тепĕр пуçарулăхне те палăртса хăварасшăн. Маринăпа Зинаида Козловасем, кинĕпе хуньамăшĕ, сетка çыхма çÿренипе çеç çырлахмаççĕ. Килĕнчех салтаксем валли яшка пĕçермелли типĕтнĕ набор хатĕрлеççĕ. Типĕтекен хатĕрне те хăйсемех туяннă. 200 ытла кучченеçе çак кунсенче салтаксем патне çитерчĕç.

Мĕн пурĕ Турхан территори пайĕпе 1200е яхăн сетка çыхса, 900 ытла окоп çурти хатĕрлесе, Анатолий Кольцов тухтăр ертсе пынипе темиçе хутчен те çĕрулми, мунча кĕме сиплĕ милĕк çыхса ăсатнă. Мĕн пур пархатарлă ĕç — салтаксемшĕн. Тыл хастарĕсем вĕсемшĕн чуна парса тăрăшни çĕнтерĕве частарах çывхартма пулăштăр, кашни салтак çемйине сывă таврăнтăр.

Игорь ВАВИЛОВ,

ял старости.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика