Ывăлĕ çарта мирлĕ пурнăçшăн, амăшĕ тылра халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:07 Просмотров: 69

Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе амăшне маларах саламлама май тупнишĕн тем пекех хĕпĕртерĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Патăрьелĕнчи Александр Анисимов. Килте чухне нимех те мар пек. Аякра вара тунсăх пусать.

Кашни шăнкăравламассерен амăшне вăл ăшă-ăшă сăмахсемпе лăплантарать, хастар çĕршыв хÿтĕлевçи çитĕнтернишĕн савăнма ыйтать.

Александр Николаевич вăтам шкулта вĕренни çинчен алла аттестат илнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Дипломлă специалист çар службинче пулнă. Виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн контракт çырса алла çĕнĕрен хĕçпăшал тытнă.

Çитĕннĕ чухне аслисем ăна яланах яваплăха туйма, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхтарнă. Юлташĕсене хисеплеме вĕрентнĕ. Паян çак енсем пурте пурнăçра кирлĕ. Гранатомет взвочĕн командирĕ хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтма пултарать. Гварди лейтенанчĕ «Витязь» позывнойпа çÿрет.

Нумай калаçма юратмасть хÿтĕлевçĕ. Кăкăр тулли медаль пуррине вара пытармасть. Кĕске хушăрах вăл «За укрепление боевого содружества», иккĕмĕш степеньлĕ «Воинская доблесть», «СВО участникĕ», «За помощь в бою», «Участник СВО в ЛНР», «За участие в боевых действиях», «За ратную доблесть» медальсене тивĕçнĕ.

Вăхăтран-вăхăта кĕске вăхăтлăх отпуска килсе каять Саша. Ун чухне те чунĕпе СВОрах вăл. Май пур чухне юлташĕсемпе телефонпа çыхăнать. Тепĕр чухне кирлĕ сĕнÿсем парать.

— Тĕрлĕ наци халăхĕ килĕшÿре эпир. Хамăр енчен пĕр чăваш пур. Вăл Тăрăн ялĕнчен. Пĕр-пĕриншĕн пурте çирĕп тăратпăр. Подразделени пысăк. Кашнийĕ хăйĕн тивĕçне ăнланса пурнăçлать. Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса çирĕппĕн шанатăп,— тесе вĕçлерĕ кĕске калаçăва пирĕнпе çыхăнма май тупнă Александр Николаевич.

Амăшĕпе те кашнинчех кĕске калаçу ывăлĕн. Хăйĕн пурте йĕркеллине çирĕплетет. Май пулсан тата шăнкăравласса пĕлтерет. Малтанхи вăхăтра питĕпăшăрханатчĕ Татьяна Владимировна. Эрни-эрнипе ывăлĕн сассине илтменни те пулнă. Халĕапла мар. Пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕшĕн кирек хăшĕ те савăнтарма пултарать. Çак хушăра Татьяна Анисимова хăй те «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ.

Муниципалитет округĕнчи центрти аптекăра ĕçлет вăл. Директор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Хăйĕн ĕçне юратать. Фармацинче аслă квалификациллĕ специалист 40 çула яхăн вăй хурать. Ĕç ăсталăхĕ те пысăк унăн. Теори пĕлĕвĕсем, практика хăнăхăвĕ çителĕклех. Сиплевпе профилактика ĕçне шанчăклăн туса пырать.

— Ĕçре кадрсем улшăнса тăрасси çук пирĕн. Тивĕçлĕ канăва тухнисене çеç çамрăксем улăштарса пыраççĕ. Аслисем ĕçе пуçăнакансене кирлĕ хăнăхусем параççĕ,— тет тĕп аптека директорĕ Галина Афанасьева.

Вырăнти аптека республикăри ытти çакнашкал организацисем хушшинче малтисен йышĕнче тăрать. Таварçаврăнăш планне çулсерен ирттерсе тултарса пыраççĕ. Сипленмелли эмелсен ассортименчĕ кирлĕ шайра.

Татьяна Владимировна коллективра ирттерекен кирек хăш мероприятинче те хастар. Юрра-ташша та маçтăр. Çак кунсенче вĕсем тĕп хулара иртекен аптекăсем хушшинчи фестивале кайма хатĕрленеççĕ. Ăна Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.

Пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕпе хавхаланса пурăннăран кун иртни те сисĕнмест. Эрне хыççăн эрне, уйăх хыççăн уйăх, унтан çулталăк хыçа юлать. Çĕнтерĕве те куç пек кĕтет Татьяна Анисимова.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика