Паттăрсен ячĕпе — Асăну стени

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:05 Просмотров: 61

Ыхра Çырминчи вăтам шкулта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă ентешсене асра тытса Асăну стени уçнă.

Шкул историйĕнче çакă хурлăхлă та чуна пырса тивекен мероприяти. Унта муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Р.Санзяпов, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ф.Алиуллов, А.Алеев хазрат, вĕренекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ, вилнĕ паттăрсен тăванĕсем, педагогсем, ял-йыш хутшăннă.

Стена çинчи кашни ятпа çынсен ытла та вăхăтсăр татăлнă кун-çулĕ çыхăннă. Камăн ывăлĕ, камăн мăшăрĕ, ашшĕ, пиччĕшĕ, юлташĕ... Кашнийĕ вăхăтĕнче çак шкулти парта хушшине ларнă, коридорпа чупнă, малашлăх çинчен ĕмĕтленнĕ. Вăхăт çитсен вара Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тăнă. Хăйсен пурнăçне те шеллемен.

Асăну стенине уçма çамрăк ăру тивĕçнĕ. Паттăрсен ятне вĕсен ăруран ăрăва асра тытмалла пулать.

Кунти стена кашни ачана чăн-чăн паттăрсене аса илтерсе тăрĕ. Вĕсемпе сăмахсăр калаçма пулĕ. Паттăрсем яланах пирĕн асра юлĕç. Хамăрăн чĕре тапхă чухне вĕсем манăçа тухмĕç.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика