Регионсем хушшинче Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртнĕ. Ăна пуçараканĕсем республикăри вĕрентÿ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ — чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăли-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси, ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, шкул ачисен тăван чĕлхепе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси, вĕрентекенсен паха опытне тупса палăртасси, унпа ыттисене паллаштарасси.
Мероприятие тĕрлĕ регионтан 700 ытла ачапа вĕрентекен хутшăнчĕ. Ăмăрту 8 номинаципе иртрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем çак фестивале çулленех хутшăнаççĕ. Кăçал вĕсем «Халăх хитре йăлипе» тата «Халăх юрри — чун уççи» номинацисене суйласа илчĕç. Дима Путяков, Анна Пласкина, Кристина Селиванова халăх юррисемпе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Анна Кудряшова вара «Ай, ишет-и пăлан» юрăпа иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
«Çамрăк театралсем» пултарулăх ушкăнĕ тÿресене мăн кун йăлипе паллаштарса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унта Анна Пласкина, Александр Никифоров, Яна Рубцова, Алина Ильина, Ульяна Селиванова, Ева Рубцова, Михаил Кошкин, Анна Кудряшова хутшăнчĕç. Вĕсен ăсталăхĕ куракансен кăмăлне кайрĕ.
Наталия ПУТЯКОВА,
Инга СЕЛИВАНОВА
вĕрентекенсем
Апрель 2026 |
