Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: «Тĕллевлĕ хатĕрленÿ тата кадр резервне йĕркелени пирĕн яваплăх зони»
Кадрсем хатĕрлес ыйту — республикăра, çавăн пекех муниципалитетра та çивĕч тата тĕллевлисенчен пĕри шутланать. «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕрентĕве 2030 çулччен аталантарассипе регион малашлăхлă плансем палăртать. Унăн тĕп тĕллевĕ — вĕрентесси çеç мар, çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарасси. Ку системăн тĕп шăнăрĕ тĕллевлĕ вĕрентÿ пулса тăрать.
Тĕллевлĕ вĕрентÿ çамрăксене пулас ĕç паракан пулăшнипе пĕлÿ илме май парать. Студент организаципе килĕшÿ тăвать, ăна диплом илнĕ хыççăн çакăнта е организацие пăхăнакан тепĕр çĕре вăй хума йышăнаççĕ. Вĕреннĕшĕн тăкаксен пĕр пайне е йăлтах компани е патшалăх саплаштарать.
Студентсене кашни уйăхрах стипендипе те тивĕçтереççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕллевлĕ вĕренекенсене паракан пулăшу пур муниципалитетшăн та пĕрех пулмаллине, 3000 тенкĕрен кая мар памаллине палăртнă. Пирĕн округ та çакна пăхăнать.
2020-2025 çулсенче вĕренÿ учрежденийĕн 14 выпускникĕпе тĕллевлĕ пĕлÿ илессипе килĕшÿ çырнă: Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе — 5, Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе — 8, Чăваш ял хуçалăх аграри университечĕпе — 1. Паяна республикăри аслă шкулсенче педагогика специальноçне алла илессипе пиллĕкĕн тĕллевлĕ майпа ăс пухаççĕ. Ют чĕлхе, чăваш чĕлхипе литература, математикăпа информатика, логопеди, математикăпа физика предмечĕсене вĕрентес текенсем ытларах.
Тĕллевлĕ вĕрентÿ вăл — аслă шкула вĕренме кĕни çеç мар. Виçĕ енлĕ контракт пулать тесе калас килет: студентăн ăçта вăй хумаллине шырамалла мар, ĕç паракан — сотрудниклă, республика экономикăна аталантарма пулăшакан квалификациллĕ кадрлă.
«Земство учителĕ» федераци программи тĕллевлĕ вĕрентĕвĕн хушма пайĕ тесе хакламалла. Чăваш Енре 2020 çултанпа программăпа ăнăçлă усă кураççĕ. Вăл ĕçлеме пуçăннăранпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула тăватă педагог килнĕ.
Округри шкулсенче педагогсем хушшинче тивĕçлĕ канăва тухнисем нумайăн, вĕсене улăштарма шăпах тĕллевлĕ вĕрентÿпе усă курсан аван. Вĕренекенсем хушшинче те профориентаципе калаçусем ирттермелле. Кашни выпускник пĕлсе тăтăр: вăл тÿлевсĕр вĕренме, тÿрех ĕç вырăнĕллĕ пулма, çуралнă тăрăхрах кирлĕ çын пулма пултарать. «Работа России» платформăпа ĕçлессине те лайăхлатмалла.
Ирина РУБЦОВА,
округ администраци-
йĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт
управленийĕн
начальникĕ.
Апрель 2026 |
