Турханти Николай Пирожков утарçăна (сăн ÿкерчĕкре) округра кăна мар, регионта та пĕлеççĕ. Паллă утарçă тавракурăмне аталантарма, ыттисен тĕслĕхĕсемпе паллашма тĕрлĕ шайри мероприятие хутшăнать. Вăл пăхакан вĕлле хурчĕсем туса илнĕ пылсем те тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Николай Петрович кăçал та инçе çула кĕскетсе Мускавра февралĕн 26-27-мĕшĕсенче иртнĕ «Вĕлле хурчĕ тата çын» пĕтĕм тĕнче конгресне çитсе килчĕ. Сăмах май, вăл унта 2009 çултанпах хутшăнать. Чăваш Енрен конгреса 9ăн кайнă пулсан виççĕшĕ пирĕн ентешсем. Паллă утарçăпа пĕрле Турханти Надежда Рыбкинăпа Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Николай Терентьев та çитсе килнĕ. Вĕсем тĕнчипе паллă ăсчахсен вĕлле хурчĕсене пăхассипе, сиплессипе тата çĕнĕлĕхсемпе паллаштаракан доклачĕсене итленĕ.
Кăçал вара Николай Петрович «Лайăххисенчен те лайăххисем» конкурсра Гран-при илме тивĕçнĕ. Çак ятпа ăна Çĕршыври хурт-хăмăр организацийĕсен тата утарçăсен канашĕн президенчĕ О. Чупахина сертификатпа чысланă.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Апрель 2026 |
