Юррисем çĕршывăн тĕп хулинче те янăрарĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 10:56 Просмотров: 116

НĂРВАШ Шăхалĕнчи культура çурчĕ çумĕнче «Гармония» ансамбль йĕркеленнĕренпе нумаях та вăхăт иртмен-ха. Çавах сцена ăстисем палăрма та ĕлкĕрчĕç. Муниципалитет округĕнче йĕркелекен мероприятисене хутшăнмасăр юлмаççĕ вĕсем. Мускаври ВДНХ выставкине те çитнĕччĕ. «Пехет» агромаркетра ирттернĕ муниципалитет округĕн кунĕсене те сиктермеççĕ. Куракансене репертуарта 80-мĕш çулсенчи тата халăхран тухнă юрăсем пулни те кăмăла каять. Культура сферинчех ĕçлеççĕ Людмила Ядуркина, Ольга Алексеева, Наталия Груздева. Ăсталăхне якатсах, программăна пуянлатсах пыраççĕ вырăнти артистсем.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика