Йÿçĕ те йÿçĕ теççĕ туйра, йÿçĕ ан пултăр нихăçан пурнăçра

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 10:55 Просмотров: 56

ПУРĂНАН пурнăçра йÿççи те, тутли те пулĕ, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Шăпах çавна пула 65 çул пĕрле кун кунлаççĕ Анат Туçара пурăнакан Антонинăпа Николай Перепелкинсем. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе киленеççĕ.

Вăтаелĕнчи Еленăпа Илья Ивановсем вара 60 çул пĕрлехи пурнăçра. Вĕсем ăрăва малалла тăсакан 5 ача çитĕнтернĕ.

Çĕньялти Петрпа Вера Марковсене, Çĕнĕ Ахпÿртри Юлияпа Геннадий Перхиевсене, Аслă Чементи Раисăпа Сергей Зотовсене, Тури Чакăри Зинаидăпа Василий Бахмисовсене çак уйăхра ачисем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнĕ ятпа саламлаççĕ. Пурте пурнăçра тарăн йĕр хăвараççĕ вĕсем: ачисене çуратнă, пÿрт лартнă, йывăç ÿстереççĕ.

Ылтăн туя палăртакан юбилярсем йышлăн. Шăнкăртамри Гельфарăпа Миназим Абитовсем, Райдяпа Наил Валитовсем, Минданияпа Муктесиб Валитовсем, Минзифапа Дамир Хакимовсем, Эльфияпа Шегзат Салеевсем, Тури Чакăри Саррăпа Николай Бахмисовсем, Еленăпа Борис Парусовсем, Патăрьелĕнчи Верăпа Вячеслав Соловьевсем, Тутар Сăкăтĕнчи Мадиняпа Зейдулла Хафизовсем ылтăн туйĕсене палăртаççĕ.

Килĕшÿ пур çĕрте пурнăç та шăкăл-шăкăл пырать, телей те юнашарах çÿрет.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика