Çирĕп тыл хавхалану кÿрет

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 12:00 Просмотров: 77

Çĕньял территори пайĕнчи культура çуртĕнче хĕрÿ ĕç тăрать. Кунта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтĕлев сеткисем çыхаççĕ. Пĕрисем пусмине касаççĕ, теприсем ăна сетка çумне çыхаççĕ. Виççĕмĕшĕсем парафин ирĕлтерсе окоп çуртисем хатĕрлеççĕ. Кĕмĕл волонтерсен ушкăнне Надежда Квасова клуб заведующийĕ ертсе пырать.

Çак ĕçе куллен темиçе çын хутшăнать. Ирина Александрова, Ираида Езюкова, Людмила Елимова, Роза Иванова, Елена Дмитриева пĕр кун та юлмаççĕ. Акă Шупашкартан çамрăк волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи Сергей Савельев килсе çитрĕ. Пушă алăпа мар. Салтаксем валли гуманитари пулăшăвне илсе килнĕ вăл. Тем тĕрлĕ çимĕç те пур. Кукамайсемпе асаннесен кăмăлне те тупма пултарчĕ Сергей Анатольевич. Çăварни ячĕпе саламласа кучченеçсем валеçрĕ. Çакă сетка çыхакансене тата та хавхалантарчĕ. Пуçăннă ĕçе пĕр сехетрех вĕçлеме пултарчĕç вĕсем.

18 çынран кая мар явăçать çак ĕçе. Йышра сусăрсем те пур. Мария Сулагаева 80 çула çывхарать пулин те салтаксене пулăшассинчен пĕрре те пăрăнса юлмасть.

«Эпĕ фронтовик хĕрĕ. Çемьере улттăн пултăмăр. Пурнăç йывăрччĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман. Çĕр улми крахмалĕпе тăранса пурăннă. Анне апат антарасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр.

Хальхи вăрçă та вăраха кайрĕ. Шеллетĕп салтаксене. Вăй çитнĕ таран мĕншĕн пулăшас мар? Çавăнпа сетка çыхатпăр. Май килнĕ таран апат-çимĕç, кĕпе-тумтир ăсатма тăрăшатпăр»,— тет Мария Егоровна.

Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе ватти-вĕтти явăçать. Окоп çурти хатĕрлеме ачасем те хутшăнаççĕ. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ Татьяна Ильина алла тăхăнмалли браслетсемпе мунчала çыхать. Светлана Атитанова, Екатерина Захарова, Петрпа Алексей Квасовсем, Анатолий Савельев, Василий Сулагаев, Алексей Туптов, Елена Шихранова, Алексей Езюков, Геннадий Живов та сăваплă ĕçе харсăр хутшăнаççĕ.

Илья Киркинăн ывăлĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă. Илья Николаевич та пулăшу ĕçĕнчен пăрăнса юлмасть. Çакă шăпах тылри халăх та фронтрипе пĕр шухăшлă пулнине çирĕплетет.

Геннадий МИХЕЕВ, муниципалитет округĕнчи инвалидсен обществин ертÿçи

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика