Çĕршывра Хĕрарăмсен кунне, Мартăн 8-мĕшне, сумлăн, хисеплĕн паллă тăваççĕ. Çулталăкра ача амăшĕсене, хĕрарăмсене хисеплекен ытти уявсем те пур. Кĕскен тишкерсе тухар-ха.
Мартăн 8-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ терĕмĕр. Раççейре ăна 1913 çултанпа паллă тăваççĕ.
Сентябрĕн 14-мĕшĕ — çуллана ăсатакан кинемей кунĕ (бабье лето). Вăл сентябрĕн 24-мĕшĕччен тăсăлать. Вăл та хĕрарăмсемпех çыхăннă.
Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Вера, Надежда, Любовь, вĕсен амăшĕ София кунне паллă тăваççĕ. Виçĕ пĕр тăван хĕр хăйсен ĕненекен тĕнĕшĕн çирĕп тăнă. Вĕсем кашни çемьешĕн, хĕрарăмшăн ырă тĕслĕхлĕ.
Октябрĕн 15-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери ялта пурăнакан хĕрарăмсен кунĕ.
Ноябрĕн 29-мĕшĕ — Анне кунĕ.
Декабрĕн 20-мĕшĕ — Анне каçĕ. Кун таврăнăшĕн умĕнхи каç. Çулталăк вĕçĕ.
Православи тĕнне ĕненекенсем хĕрарăмсен кунне Мăнкун иртсен виççĕмĕш эрнинче уявлаççĕ. Кăçал вăл апрелĕн 25-мĕшĕнче килет. Çак кун та чăннипех хĕрарăмсен çутă уявĕ.
Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен уявĕ умĕн эпир юратнă аннесем, асанне-какамай, мăшăр умĕнче пуçăмăра паятпăр. Эсир пурнăç тыткăчи çеç мар, унăн илемĕ, техĕмĕ.
Хĕрарăм, сан умра таятпăр пуçăма!
Василий ПЕТРОВ, Тăрăн ялĕ
Апрель 2026 |
