— Николай Алешевсăр ялта пĕр мероприяти иртмест тесен те тĕрĕсех. Кашнийĕшĕнчех ентешсене савăнтарать вăл. Кирлĕ чухне яланах спонсорла пулăшу кÿрет. Александр Вахмистровпа пĕрле «Чемен» фонд йĕркелени те ял çыннине хавхалантарать, — теççĕ Аслă Чемен ялĕнче пурăнакансем.
Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Николай Анатольевич хастарлăхĕпех йĕлтĕрпе ярăнса ăмăрту иртрĕ. Кăçалхипе вăл 21-мĕш хут пулчĕ. Çак ятпа старта тăракансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Анатолий Афанасьев тата ыттисем саламларĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине сывă пурнăç йĕркине килĕштерекенсем йышлăн тăчĕç. Мĕн савăнтарать-ха? Унта хутшăнма кăмăл тăвакансем çулсерен хушăнса пыраççĕ. Географийĕ те анлăланать. Йĕлтĕр йĕрĕ çине кĕçĕннисенчен 5 çулхи Глеб Сюзюкин, аслисенчен 87ри Борис Сюзюкин тăнине те палăртса хăвармалла.
Ватти-вĕтти çунашкапа ярăнни уява тата ытларах пуянлатрĕ. Таврара хаваслă юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ.
Мĕн палăртас килет çакăнпа? Ял халăхне çывăхлатма пулăшакан мероприятисем çаксем. Тепĕр чухне кÿршĕ-аршăпа та час-часах тĕл пулмастпăр. «Айтуш» уçланкă вара пурне те хапăл тăвать.
Ялшăн тăрăшакан, ял вучахне ялкăшса çунма пулăшса тăракан çынсем пурришĕн савăнмалла. Николай Алешев пуçарнипе йĕркелесе янă ытти турнирсем те çулран-çул вăй илсе пыраççĕ. Хăшĕсем республика шайĕпе иртни те кăмăллă.
Йышлă çемьере çуралса ÿс-
нĕ Николай. 9 пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ăрăва малалла тăсакансене çамрăклах ĕçе хăнăхтарнă. Çитĕнсе пынă май выльăх пăхма та хăнăхнă. Арçын ачасем ашшĕпе, хĕр ачасем амăшĕпе юнашар ĕçлеме тăрăшнă. Пĕрлех кирек хăшĕ те лапталла, футболла, волейболла выляма, йĕлтĕрпе ярăнма, курăк çинче çара уран чупма та юратнă. Спортăн çак енĕсемсĕр пуçне Николай ыттисене те кăмăлланă. Анчах вĕсемпе ял шайĕнче малалла аталанма май пулман.
Кĕçĕнни пулнă Коля. Пĕр тăвансем пурте килтен тухса кайса çемьеллĕ, çурт-йĕрлĕ пулнă. Апла пулин те тĕп çурта илсе килекен сукмака вĕлтĕрен пустармаççĕ вĕсем. Тăтăшах килсе çÿреççĕ.
Аслă Чементи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă Канашри ДОСААФ курсанчĕ пулнă. Çар службинче тăнă. Унтан — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Аполлон» спорт клубĕн воспитанникĕ вăл. Дипломлă специалист малалла та вĕренме пăрахман. Педагогика наукисен кандидачĕ пулнă. Куçăмсăр майпа вĕренсе менеджер специальноçне алла илнĕ.
Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ те пĕчĕк мар Николай Анатольевичăн. Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн физкультурăпа спорт кафедрин заведующийĕнчен факультет деканне çитнĕ.
Республикăри каратэ федерацийĕн президенчĕн, пĕрремĕш категориллĕ судьян хисепĕ çулсерен ÿссе пырать. Чăваш Енре 1998 çулах кикбоксингпа, ушу-саньдапа, контактлă каратэпе чемпион пулнă. Тĕнчери профессионал каратистсен рейтингри тупăшăвĕнче çĕнтернĕ. 1999 çулта тĕнче чемпионĕн коронине тивĕçнĕ.
Раççейĕн Хисеплĕ донорĕ те Николай Анатольевич. Раççей спорт мастерĕ.
Çулне кура мар çамрăк курăнать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни спортра пиçĕхме, çĕнĕрен çĕнĕ ÿсĕмсем тума май парать. Каратэ мелĕсене ентеш тăван ялти çитĕнекен ăрăва та хăнăхтарать.
Тав хучĕсемпе медалĕсем пухмачра туллиех унăн. Министерствăсенчен илнисем те пур. Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул тултарнă ятпа кăларнă медале те тивĕçнĕ. Унсăр пуçне муниципалитет округĕнче пурăнакансен, ял-йыш хисепĕ мĕне тăрать тата.
Ырă туни ырăпа таврăнасса пĕлет вăл. Ашшĕ-амăшĕн халалне çÿлте тытса тăван яла час-часах килсе çÿрет. Мăшăрĕ те çак енченех. Пĕрле виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Улмисем те йывăççинчен аякка ÿкмен. Аслă хĕрĕ Хусанти аслă шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă.
Ăслăлăх ĕçне кÿлĕнме те вăхăт тупать Николай Алешев. 29 наука ĕçĕ çырнă вăл. Çав шутра 9 вĕрентÿпе методика пособийĕ хатĕрленĕ. Шкулта та яланах кĕтнĕ хăна хисеплĕ ентешĕмĕр.
Денис НИКИФОРОВ,
Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ
Апрель 2026 |
