Феодосий епископ Патăрьелне килет

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:44 Просмотров: 135

ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсен хальхи вăхăтра Аслă типĕ пырать. Вăл апрелĕн 11-мĕшĕчченех тăсăлать. 12-мĕшĕнче вара чи çутă та пысăк уява, Мăнкуна, кĕтсе илетпĕр. 40 куна тăсăлакан типĕре нумайăшĕ какай, сĕт-çу, çăмарта çимеççĕ, чиркĕве кайса пая кĕреççĕ. Сăмах май, апат-çимĕçрен чару тунисĕр пуçне чуна тасалăхра упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, лайăх ĕç тума тăрăшмалла.

Кĕлĕ çуртне çÿрекенсем валли ырă хыпар пур: мартăн 15-мĕшĕнче «Державная» турăш ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркĕве Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодосий килет. Çак кун пурне те хапăл тусах кĕтеççĕ. Литурги 9 сехетре пуçланать.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика