Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсен ячĕпе тĕрлĕрен турнир ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри — Хирти Пикшикре çуралса ÿснĕ Фирдус Камалетдинова, Чечня вăрçин синкерлĕхĕнче çамрăклăхне татнă салтака, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ паттăра асра тытса çулсеренех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче йĕркелекен турнир.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Патăрьелĕнчи «Паттăр» ФСКра иртекен спорт мероприятийĕ кашнийĕнчех уяв пекех кĕрлет. Хальхинче те республикăри ХХХI турнира округ тулашĕнчи спортсменсем те йышлăн хутшăнчĕç: Тутар Республикинчен, Хусантан, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Нагаткинăран, Елчĕкрен, Шупашкартан, Канашран, Кукеçрен, Шăхасантан, Патăрьелĕнчен, Кĕçĕн Патăрьелĕнчен, Первомайскинчен, Турхантан, Шăнкăртамран, Хирти Пикшикрен, Ыхра Çырминчен, Кзыл Камышран. Турнира хапăл тунисем пурте çивĕч кĕрешÿре вăйă ăсталăхне кăтартрĕç. Никамшăн та çĕнтерÿ çăмăллăн пулмарĕ. Фирдус Камалетдинов ячĕллĕ кубоксемпе медальсене, сумлă парнесене çĕнсе илессишĕн помост çине тĕрлĕ виçе ушкăнĕнчи 100 ытла спортсмен тухрĕ.
Камалетдиновсен çемье пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан турнира уçнă çĕре Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, çурт-йĕр тата çул-йĕр хуçалăхĕн пай начальникĕ Равиль Ямалетдинов, округри депутатсен Пухăвĕнпредседателĕ Николай Тинюков, «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсемпе сумлă хăнасем, хисеплĕ тренерсемпе паллă спортсменсем, Фирдусăн юлташĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Ырă йăлана малалла тăсса турнир спортсменсен парадĕнчен пуçланчĕ. Çулсеренех парада çÿллĕ шайра ертсе пыракан Ильгиз Мануров турнира хутшăнакансене Чечня вăрçин паттăрĕн кĕске пурнăçĕнчи ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, спортсменсене çивĕч кĕрешÿре ăнăçу сунчĕ.
Турнира хутшăнакансем хушшинче хастар та пултаруллă, паллă спортсменсем те пулчĕç. Вĕсенчен пĕри — Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Антон Цветков. Вăл Шупашкарти аслă шкулта юриста вĕренет, 2-мĕш курс студенчĕ. Антон ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă, Атăлçи федераци окургĕн пăхăр призерĕ, регионта, Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусенче те пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Грекла-римла кĕрешессипе те Раççейри ăмăрту призерĕ. Спортсменран çамрăксен тĕслĕх илмелĕх пур.
— Пĕрремĕш хут эпĕ помост çине Фирдус Камалетдинова асра тытса йĕркеленĕ турнирта иккĕмĕш класра чухне тухрăм. Хамăн вăя, кĕрешÿ ăсталăхне тепринпе тĕрĕслеме çăмăл пулманнине ун чухнех туйрăм, çапах та секцине çÿреме пăрахмарăм. Кăçалхи турнира хутшăнма вара ятарласа Шупашкартан килтĕм. Хальхинче 80 килограмлă кĕрешÿçĕсемпе помост çине тухрăм. Çĕнтерÿ тăрăшмасăр пулмасть, паллах. Хальхинче те турнирта ылтăн медале илме тивĕçрĕм,— çапла кĕскен çеç хăйĕнпе паллаштарчĕ турнир çĕнтерÿçи Антон Цветков.
Турнир 13 виçе ушкăнĕпе иртрĕ. Вăйлинчен вăйлисем Чечня вăрçин паттăрĕ Фирдус Камалетдинов ячĕллĕ кубока, медале, парнене тивĕçрĕç. Пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине çак спортсменсем тăма тивĕçрĕç: Али Чаштанов (25 кг,Хирти Пикшик),Аяз Махмутов (32 кг,Хирти Пикшик),Максим Паймуллов (36 кг,Патăрьел),Арсений Арсентьев (44 кг, Канаш), Егор Захаров (45 кг, Канаш), Альберт Шарефетдинов (56 кг,Хирти Пикшик),Адель Фазуллин (58 кг,Хирти Пикшик),Игорь Рябчиков (60 кг,Патăрьел),Кирилл Степанов (65 кг,Шупашкар),Роман Захарычев (70 кг,Нагаткино),Антон Цветков (80 кг, Кĕçĕн Патăрьел), хĕр ачасенчен Дарья Сурмина (42 кг, Кукеç),Эльвина Лепешкина (48 кг,Турхан).
Альбина ЕГОРОВА.
Август 2026 |
