Муниципалитет администрацийĕн Пысăк залĕнче Украинăри ятарлă çар операцинчен демобилизаципе таврăннă салтаксемпе (сăн ÿкерчĕкре) çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу «Уçă калаçу» форматпа иртрĕ.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ — финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьел округĕнчи социаллă координаторĕ Алена Петрова тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Чи малтанах пурте неонацистсемпе кĕрешнисене мирлĕ тÿпене упрассишĕн тăрăшнăшăн, йывăрлăхсене пăхмасăр çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн чун-чĕререн тав турĕç. Унтан салтаксене çывăх темăсене хускатрĕç. Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Анатолий Афанасьев СВО участникĕсене яланах хапăл туса кĕтнине, вĕсем тата çемйисем тÿлевсĕрех хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме пултарнине каларĕ. Ятарлă çар операцинче паттăрла пуçĕсене хунă ентешсен ячĕпе тĕрлĕ ăмăрту ирттернине пĕлтерчĕ.
Халăха социаллă тивĕçтерÿпе ĕçлекен Патăрьелĕнчи центрăн директорĕ Николай Ялуков та май пур таран салтаксене пулăшма тăрăшнине, пăшăрхантаракан ыйтусене «Коррекционный центр» татса пама пулăшнине, ятарлă машинăпа сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшанисене кирлĕ вырăна илсе çитерме пултарнине пĕлтерчĕ. Николай Геннадьевичăн сăмахне малалла тăсса Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов администраци СВО участникĕсене çулталăкне пĕр хутчен вутăпа тивĕçтерме заявлени çырмаллине каларĕ.
Тÿлевсем, патшалăх паракан çăмăллăхсем пирки округри клиентсен службин ертÿçи Дмитрий Федоськин сăмах пуçарчĕ. Демобилизаципе килнĕ салтаксем çулталăкне пĕр хутчен тÿлевсĕр санаторисенче сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ.
Предпринимательлĕх ĕçне пуçарас текенсем валли те патшалăх тивĕçлĕ условисем тума тăрăшнă. Çăмăллăхсем пирки халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи Наталия Никитина каласа кăтартрĕ.
Иртнĕ çулхи ноябрьте округра СВО çар çыннисен çемйисен комитечĕн обществăлла организацийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ ĕçлеме пикеннĕ. Ăна ятарлă çар операцийĕн участникĕн амăшĕ Надежда Нртина ертсе пырать. Надежда Валерьевна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ. Пĕр-пĕр ыйтăва татма юристсен пулăшăвĕпе усă курма та пулать. Çавăн пекех республикăри комитет госпитальсене те çÿрет, эмелсем, вырăн таврашĕ тата ытти кирлĕ япаласем гуманитари пулăшăвĕпе илсе кайса парать.
Салтаксене пăшăрхантаркан ыйтусем те пулчĕç. Аманнине пула ура çинче тăма йывăррипе çăмăлтарах ĕç шырани, физкультурăпа спорт комплексĕнче коляскăпа куçса çÿрекенсем иккĕмĕш хута хăпарайманни пирки сăмах хускатрĕç. Муниципалитет ĕçченĕсем ку ыйтусене шута илнине, пулăшма тăрăшнине каларĕç.
«Çĕршыв хÿтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьел округĕнчи социаллă координаторĕ Алена Петрова ятарлă çар операцине хутшăннă, хальхи вăхăтра та неонацистсемпе кĕрешекен кашни салтак тимлĕхре пулнине асăнчĕ.
Тĕл пулăва администрацин культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Никитина ертсе пычĕ. Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юрăсем шăрантарса чуна хумхатрĕç.
Мероприяти вĕçленсен пурте пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Август 2026 |
