Шăпа тени ăна шеллемен

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2026, 14:36 Просмотров: 66

Айăпсăр айăплисем... Шăпах çапла калаççĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче реперессие лекнисене. Пирĕн округран та вĕсем чылайăн. Нумайăшĕ хăйсен таса ятне тавăрнине пĕлеймесĕрех ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Вĕсенчен пĕри — Тутар Сăкăтĕнче пурăннă Фасхутдин Хасянов. 1864 çулта çуралнăскере Чăваш АССРĕн УНКВД çумĕнчи Тройка ларăвĕнче революцие хирĕçле агитаци тунăшăн 1937 çулхи августăн 7-мĕшĕнче 10 çуллăха ирĕклĕхрен хăтарма йышăннă. Ку йăлтах документсем тăрăх. Тĕрĕссипе вара унăн нимле айăп та пулман.

Фасхутдин Хасянов тĕреклĕ хуçалăхпа пурăннă. Çынна тара тыттарса ĕçлеттермен, çемье йăлтах хăй вăйĕпе пурнăçланă. Нуши-терчĕ вара йăлтах çын курайманлăхне, тавăрас туйăм пысăккине пула пуçланнă. Пĕр коммунист Фасхутдин хĕрне хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă, пике килĕшмен. Çакăншăн кирлĕ çĕре суя хыпар çитерсе кил хуçине «халăх тăшманĕ» тесе айăплаттарнă. Тытса кайнă чухне «маттуррисем» арçынран тăлăпне хывса илсе кивĕ тум парса яма та ÿркенмен. Пит капăрланса та пуç каçăртса тăхăнса çÿренĕ-ши кайран?

Малтанах ăна Улатăрти тĕрмене хупнă. Кунта допроссем ирттернĕ хыççăн çылăхсăртан çылăхлă туса 1937 çулхи октябрь уйăхĕнче Коми АССРĕн Усть-Куломский районне ăсатнă. Хасяновсен çуртне Кзыл Чишмана илсе кайса правлени туса хунă.

73 çулти арçын ыттисемпе танах кунĕпе вăрманта ĕçленĕ. Çăкăр çиес тесе каçсерен çăпата хуçнă. Вăйĕвара куллен чакса та чакса, хавшаса пынă. Мăнукĕсене чĕрçе çинче сиктерсе çеç лармалли арçын нуша-тертне чылай курнă хыççăн 1940 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче больницăра вилнĕ. Ăна масар çинче 158-мĕш номерпе пытарнă. Пĕрле ĕçлени çемйине çакăн пирки çырса пĕлтернĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан «халăх тăшманĕ» ята илтнĕ арçыннăн пилĕк ывăлĕ те фашистсемпе çапăçма тухса кайнă. Виççĕшĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. Иккĕшĕ çĕнтерÿпе тăван тăрăха таврăннă. Алли-ури ылтăн пулнăран строительте ĕçленĕ.

Хасяновсен йăхĕ Тутар Сăкăтĕнче паян та ĕçлĕхпе, анлă тавракурăмлă пулнипе палăрать. Йăха тăсакансем мăн аслашшĕне манмаççĕ. Шăпах вĕсем тăрăшнăран Фасхутдин Хасяновăн шăпипе хаçат вулакансене паллаштарма май пулчĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика