Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ерекен хăрушă чирсем ан алхасчăр, лару-тăру ку енĕпе тăнăçлă та лăпкă пултăр тесе округри ветеринари служби иртнĕ çул сахал мар ĕçсем турĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби пирĕн умма палăртнă плансене пурнăçа кĕртессине мала хутăмăр. Ерекен чирсене хирĕçле тивĕçлĕ мероприятисем туса пыма тăрăшрăмăр.
Пирĕн тăрăхра туберкулез, бруцеллез, çĕпĕр язви, сысна чуми, кайăк-кĕшĕк грипĕ тата ытти чирсем тĕл пулмарĕç. Ветеринарсем усал амаксем ан сарăлччăр, туса илекен продукци çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан кăлартăр тесе нумай вăй хучĕç. Çавăн пекех ял хуçалăх тата фермер хуçалăх ертÿçисемпе, территори пайĕн начальникĕсемпе, халăхпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пыни те витĕм кÿчĕ.
Округра мĕн пур хуçалăхра диагностика тĕпчевĕсем, ерекен чирсенчен сыхланмалли профилактика мероприятийĕсем ирттертĕмĕр. Выльăх апатне, сĕт, çăмарта, аш-какай, пыл пахалăхне пĕр вĕçĕмех тĕрĕслетпĕр, вĕсем çиме юрăхлă пулни çинчен тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе паратпăр. Пĕлтĕр нумай хуçалăхра витесене, тырă склачĕсене дезинфекциленĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Чылай çĕрте ĕне-выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пунктсем пур. Ял хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе маркăлассипе çыхăннă саккун вăя кĕнĕ май, округра ĕнесене, вăкăрсене, лашасене, сыснасене, сурăхсене, вĕллесене маркăлас ĕç малалла пырать.
Патшалăх ветеринари служби тытăмĕнче округра хальхи вăхăтра 26 специалист вăй хурать. Коллективра аслă пĕлÿллĕ, опыт пухнă специалистсем йышлă. Шел пулин те, вĕсен ăсталăхне йышăнса юлакан çамрăксем шутпа çеç.
Ветеринари учрежденийĕсен ĕçне пахалас тĕллевпе вĕсем хушшинче çулсерен ăмăрту йĕркелетпĕр. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе малти вырăнсене Турханти (С. Пятаков заведующи), Сăкăтри (Т. Чумакова), Кзыл Чишмари (Ф. Фазуллова), Первомайскинчи (Н. Трофимова), Аслă Чементи (Т. Семенова) ветучастоксемпе ветлечебницăсем йышăнчĕç.
Ял хуçалăх кооперативĕсенчи ветеринари специалисчĕсем хăйсен ĕçĕсене май çитнĕ таран тăрăшса туса пыраççĕ.
Учреждени администрацийĕ патшалăх ветеринари служби ĕç-хĕлне çăмăллатассишĕн те, техникăпа пурлăх базине пуянлатассишĕн те тимлет.
Петр ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Август 2026 |
