Шыв-шур вăхăтĕнче йывăр лару-тăру сиксе тухсан «01» тата «112» номерсемпе шăнкăравласа ямалла.
Çанталăк çуркунне еннелле сулăнса пырать. Ирхинепе каçпа самаях сивĕ пулин те, кăнтăрла хĕвеллĕ кунра çулсем те шывланаççĕ, майĕпен юр та пусарăнса пырать. Сăмах май каласан, кăçалхи январь уйăхĕнче Чăваш Республикинчи территорисенче юр вăтам нормăран 189 процент ытларах çунă. Паянхи кун та хирсенче, вăрманта вăл хулăн выртать. Юр айĕнчи çĕр вăтамран 26 сантиметр шăннă. Маларахри çулсемпе танлаштарсан Чăваш Республикинче шыв бассейнĕсенчи нÿр саппасĕ вăтамран 127 процент.
Муниципалитет округĕнче çуркуннехи шыв-шур сарăлнă тапхăр тĕрлĕрен пулать. Юлашкинчен 2018 çулта ейÿ вăйлă сарăлнăран пирĕн тăрăхра та чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухнăччĕ. Çакна шута илсе кашни çулах çуркуннехи шыв-шур вăхăтне ăнăçлă тата пăтăрмахсăр ирттерсе ярас тĕллевпе округра шыв-шура хирĕç кĕрешекен комисси туса хунă. Ку тĕлĕшпе вырăнти территори пайĕсенче те çак ыйтупа тимлекен яваплă çынсене уйăрнă, шыв-шура хатĕрленсе ирттерсе яма мероприятисен планĕсене çирĕплетнĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра шыв çулĕсене, пăрăхсене, вăл капланса ларма пултаракан вырăнсене юртан е ытти ăпăр-тапăртан тасатмалла, уçмалла.
Территори пайĕсен пуçлăхĕсем çитернĕ информаци тăрăх 2026 февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхра Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел, Кивĕ Ахпÿрт, Первомайски, Тикеш ялĕсенчи Пăла юхан шывĕнчен аякра мар пурăнакан 165 çурта шыв илме, хур кăтартма пултарать. Вĕсенче 313 çын пурăнать, 45-шĕ ачасем. Çак çынсемпе пуринпе те ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле, эвакуацилемелли вырăнсене палăртмалла, шыв-шур вăхăтĕнче талăкĕпех дежурство йĕркелемелле, пулăшу кÿмеллисем те хатĕр пулмалла.
Григорий КАЛЛИН,
администрацин гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру , мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ
Август 2026 |
