Пушара парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2026, 14:34 Просмотров: 51

Юлашки пилĕк çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсене илес пулсан Патăрьелĕнче 47, Шăнкăртамра 35, Çĕнĕ Ахпÿртре 13, Сăкăтра 10, Аслă Чеменпе Çĕньялта 9-шар пушар тухнă. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 5 пушара (иртнĕ çулхи çак тапхăрта та 5) шута илнĕ.

Кирек мĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмах та çавах. Пушара парăнтарма, ăна лăплантарма ансат мар, паллах. Çапах та çак инкекрен асăрханма, сыхланма пулать. Вут-çулăм инкекĕ никама та шар ан кăтарттăр тесен чăн малтанах пурин те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла.

Иртнĕ çул Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче 57 пушара шута илнĕ. Кăтарту малархри çулпа танлаштарсан 6,5 процент чакнă. Инкекре вилекенсем пулман. Çапах малашне асăрханмалли, шута илмеллли пурах. Акă, иртнĕ çул вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран 21 пушар тухнă. Инкек сăлтавĕсенчен çакă чи пысăкки. Маларахри çул 12 пушара çеç шута илнĕ. Çакна та палăртса хăварасшăн. 2025 çулта маларахрипе танлаштарсан пĕр çын теприне сиен кÿрес тĕллевпе, курайманлăхпа вут тĕртнĕ тĕслĕхсем икĕ хут ÿс-

нĕ, тăватă пушар тухнă.

Хальхи вăхăтра çуркуннехи-çуллахи пушар хăрушсăрлăх тапхăрне хатĕрленмелли вăхăт. Патăрьел муниципалитет округĕнчи вăрман çывăхĕнче вырнаçнă Пăлапуç Пашьелĕнче, Ишлĕре, Пăлапуç Нурăсĕнче, Люляра, Хурама Тварĕнче пушар хăрушлăхĕ пысăк. Çавăнпа та апрель-май уйăхĕсенче вăрманти пушартан сыхланас тĕллевпе ыйтакан йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслемелли тапхăр пулать.

Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика