Çамрăк çемьесене пурнăç çулĕ çине тăма çăмăллăх кÿме тата тăлăха тăрса юлнă ачасене патшалăх тĕрев пама тăрăшать. Вĕсем ыранхи куна шанчăкпа пăхчăр тесе «Инфратытăм пурнăç валли» наци проекчĕн «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене юрăхлă, хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн тимлĕх уйăраççĕ.
Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан 7 мăшăр — Артемпа Екатерина Валетовсем, Ринатпа Анна Галялетдиновсем, Олегпа Лилия Кошкинсем, Дениспа Марина Раськинсем, Евгенийпе Ксения Федотовсем, Дмитрийпе Ирина Ялуковсем, Мальвина Кошкина — çурт-йĕр тума е туянма май паракан свидетельствăсене, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă Анастасия Зайцевăпа Александр Силюков та кĕтеслĕ пулма май паракан сертификата тивĕçнĕ.
Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 10 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Тăлăх, çывăх çынсен тимлĕхĕсĕр юлнисем валли 33 млн тенкĕ ытла тăкаклама палăртнă.
Август 2026 |
