Первомайскинчи «Шуçăм» ача садĕнче Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Вăл ачасене, ĕçлекенсене тата ашшĕ-амăшне çыршыври халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе туллин паллашма май пачĕ.
Шкул çулне çитменнисем ушкăнсем çине пайланса Раççейре пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен тумĕсене тăхăнса тухса чăваш, вырăс юррисене юрларĕç, ташларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех ача сачĕн ĕçченĕсем «Тăван çĕршыв» юрра мăнаçлăн шăрантарчĕç.
Мероприяти вĕçленнĕ май воспитательсемпе ачасем туслăх вăййине хутшăнчĕç.
Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ çамрăк ăрăва тĕрлĕ наци халăхĕпе пĕрле, туслă-юлташлă пулмаллине, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине, культурине, тĕн конфессине хисеплемеллине вĕрентме, ачасен тавракурăмне анлăлатма пулăшать.
Ксения ПЕТУХОВА,
музыка руководителĕ
Август 2026 |
