Малти вырăнсенче — ентешсем
Чăваш Енре 2026 çулхи пăр çинчи тупăшура мала тухассишĕн ирттернĕ лаша спорчĕ чăннипех те уяв пекех пулнă.
Юхма енпе Пăлаçи тăрăхĕнче лаша спортне килĕштерекенсем çулсерен пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Акă, çак ăмăртура та пысăк пăр кубокне Николай Пыркин тытса пыракан Флюид урхамах тивĕçнĕ. Вăтаммине вара Леонид Кошкин Милый мой РМ лашипе çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕшĕ те пирĕн ентешех. Валерий Краснов Голден Классик РМ урхамахĕпе хăйĕн пухмачне тепĕр кубокпа пуянлатнă.
Сашăна асран кăлармаççĕ
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ, Афганистан вăрçинче паттăрла пуç хунă Александр Журавлева асра тытса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕиртнĕ.
Арçынсем хушшинчи хĕрÿ тупăшура Сителĕнчи каччăсен ушкăнне çитекенни пулман. Вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине Первомайскисем хăпарнă.
Хĕрсен ушкăнĕнче Первомайски территори пайĕн пикисем иккĕмĕш вырăнта пулнă.
Ăмăртса шуса тухрĕç уй-хире
Аслă Чемен территори пайĕн «Айтуш» уçланкинче каратэ енĕпе икĕ хутчен чемпион пулнă Николай Алешев парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрпе ярăнассипе ăмăрту иртнĕ. 4 ÿсĕм виçипе тупăшма 70 ытла йĕлтĕрçĕ старта тăнă. Вĕсене ялăн хисеплĕ гражданинĕ Николай Алешев саламланă (тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр).
Çанталăкĕ те илĕртÿллĕ тăнă çак кун. Ăмăртăва ачасем, çамрăксем, аслисем, ветерансем те явăçнă.
Уçă сывлăшра вĕри шÿрпепе техĕмлĕ чей, çăварни икерчине çини пуриншĕн те асра юлĕ.
Кÿршĕ ялсем çĕнтернĕ
Ишлĕре Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă паттăрсене асăнса теннис турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва Сител çамрăкĕсем те хастар хутшăннă. Шкул ачисем хушшинче 9 класра вĕренекен Илья Макаров малти вырăна çĕнсе илме пултарнă. Хăй çулĕнчисемпе тупăшса Дмитрий Васильев иккĕмĕш, Стас Хомуткин виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
Ентешсен ячĕпе — футбол турнирĕ
Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул стадионĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн вилнĕ ентешĕсене — Николай Сымова, Алексей Михеева, Иван Волкова, Вячеслав Степанова, Сергей Михеева, Вячеслав Аляшкина — асра тытса футбол турнирĕирттернĕ.
Унта хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин тирпей-илем тата территори аталану управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов тата муниципалитетри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Петров, территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов саламланă.
Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ Эльвинăн
И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн спорт залĕнче армрестлинг енĕпе чемпионат иртнĕ. Унта республикăри 14 муниципалитет округĕнчен 100 ытла ăста спортсмен хутшăннă.
Турнир çĕнтерÿçисем хушшинче Туçари вăтам шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Эльвина Сафина пулни савăнтарать. 60 килограмм таран таякан виçе категорийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çак кăтартупа хĕр ача регионти чи вăйлă спортсменкăсен шутне кĕнĕ, иккĕмĕш хут Чăваш Республикин чемпионки ята тивĕçнĕ.
Эльвина çитĕнĕвĕсем çакăнпа вĕçленмеççĕ. Ăсталăха кăтартни хĕре абсолютлă первенствăра та, тĕрлĕ виçе категориллĕ спортсменсем хушшинче те кĕмĕл медале çĕнсе илме май панă. Çакă унăн хатĕрленÿ шайĕ пысăк пулнине палăртать те.
Унсăр пуçне 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕпе Эльвина армрестлингра «Çулталăкри чи лайăх хĕр», Ильфак Алеев «Чи лайăх тренер» ятсене тивĕçнĕ.
Командăпа илес пулсан ăмăртура пирĕн муниципалитет округĕнчи алă вăй виçекенсем иккĕмĕш вырăна тухнă.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
