Пĕр енчен ытла та ансат, тепре пăхсан çав тери кăткăс туйăнать Геннадий Айхи тĕнчи. Ансатлăхĕ унăн пирĕн хушăмăртан — чăваш ялĕнчен — тухнăран пулĕ. Кăткăслăхĕ вара — эпир ăна ăнланса çитерейменнинче, ăс-хакăлĕпе, шухăшлавĕпе пиртен самай çÿллĕ картра тăнинче. Вăл — чăваш. Çав вăхăтрах ăна поляк та, акăлчан та, француз та: «Айхи — пирĕн», — теме пултарать. Вăл — тĕнче çынни...
Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралса ÿснĕ ялта çуллен унăн сăввисене вулакансем пухăнаççĕ. Сăмах ăсти пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 20 çул çитнĕ май тата Чăваш Енри Халăхсен çулталăкне халалласа Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан пултаруллă ачасем кăçал каллех Çĕньял шкулне конкурса пуçтарăнчĕç. «Айхи вулавĕсем» 19-мĕш хут иртрĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсем Айхи сăввисене чăвашла, вырăсла, акăлчанла питĕ ăста, тăрăшса пăхмасăр вуларĕç.
Кăçалхи конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ. Пурĕ 50 ытла ача хутшăнчĕ. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ.
«Геннадий Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси» номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Дмитрий Путяков (вĕрентекенĕ О. Васильева), Пăлапуç Пашьелĕнчи 4-мĕш класри Николай Ларев
(И. Тихонова), Туçари пĕлÿ çуртĕнчи 6-мĕш класри Дарья Кириллова (М. Табакова), Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи шкулти 9-мĕш класри Кирилл Пашкин (Е. Сорокина) çĕнтерчĕç.
«Чăваш поэчĕсен Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă сăвăсене чăвашла вуласси» номинацире Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти 4-мĕш класри Татьяна Волкова (вĕрентекенĕ
Н. Семенова), 6-мĕш класри Полина Матюшкина (И. Матюшкина), Геннадий Айхи ячĕллĕ Çĕньялти пĕлÿ çуртĕнчи 6-мĕш класри Яна Карзакова (Р. Родионова), Аслă Чементи 9-мĕш класри С. Игнатьева (Э. Селиверстрова) палăрчĕç.
Конкурс çĕнтерÿçисем тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннă сăвă вулакансем Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсене тивĕçрĕç. Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем конкурсантсем умĕнче Геннадий Айхи пурнăçĕпе пултарулăхне аса илчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç, ентеш музейĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех пĕтĕмлетÿре Айхи пысăк чун-чĕреллĕ сăвăç, илеме туякан шухашлавçă, ăста та пултаруллă куçаруçă пулнине палăртрĕç.
Светлана КУЛАКОВА
Август 2026 |
