Цифрăллă сервис сывлăх сыхлавĕнче те вăй илсех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2026, 14:26 Просмотров: 62

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçламăш медицина пулăшăвĕпе усă курма май пуррине ÿстерме пулăшакан «Сывă пуласлăх» проекчĕпе килĕшÿллĕн республика сывлăх сыхлавĕн цифра сервисĕсене МАХ наци мессенджерĕ пĕрлештерет. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова хăйĕн социаллă сетьĕсенче республикăра пурăнакансен медицина пулăшăвĕсемпе тÿрех мессенджер урлă усă курма пултарнине палăртнă. Çак мелпе кашниех тухтăр патне çăмăллăнах çырăнма, дистанци мелĕпе консультаци илме, телемедицина пулăшăвĕсемпе усă курма, больничнăйне хупма пултарать. «Чат-бот хута кайнăранпа 31 пин çын ытла МАХ урлă тухтăр патне çырăннă, 3,4 пин ытла телемедицина консультацийĕпанă, 2,7 пин ытла больничнăйне хупнă. Цифрăллă сервиссене малалла ĕçе кĕртес тата интеграцилес, пациентсене лайăх мелсем туса парас тесе тăрăшатпăр»,— палăртнă министр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика