Шупашкарти «Пехет» агромаркетра муниципалитет эрнисем пуçланни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Маларах Элĕксем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Халĕ вара, февралĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен, Патăрьел округĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме май пур.
Эрнен пĕрремĕш кунĕнченех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçре те, юрă-тăшăра та маттур пулнипе халăха тĕлĕнтернĕ. Муниципалитет историйĕ тата паллă çыннисем пирки çырса кăтартнă кĕнекесемпе альбомсен куравĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туянма килекенсене тата ыттисене те кăсăклантарнă. Çавăн пекех кăмăл тăвакансем «Крестиксемпе нольсем. Çар тематики» тата «Домино. Çар стратегийĕ» вăйăсенче çар наукипе стратеги тĕнчине кĕрсе хăйсен тавçăрулăхне кăтартма пултарнă.
Музейра, библиотекăра, ача-пăча искусство шкулĕнче ĕçлекенсем суту-илÿ лапамне килнисене кулон-хÿтĕлев тума, чăваш тĕррине тĕрлеме, хĕвел орнаменчĕллĕ брошь, макраме çыхса брелок хатĕрлеме, тĕрлĕ тĕслĕ хăйăртан картина çырма вĕрентнĕ.
Культурăпа кану центрĕн артисчĕсем Тăван çĕршывшăн мăнаçлăх çуратакан патриотла юрăсем шăрантарнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн пултарулăх тата ташă коллективĕсен, «Мерчен» фольклор ушкăнĕн, Валентина Тарасован ăсталăхĕсем те халăха тыткăнланă.
Суту-илÿ речĕ те пушă тăмасть. Кунта Турханти Николай Пирожковăн пысăк пахалăхлă пылне, «Эко Продукт» кооператив сĕтрен хатĕрлекен продукцисене, Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ кăларакан «Чебо» чипсыне, «Баракат» тата «Батыр» кооперативсем аш-какайран тăвакан çимĕçе, «Али» кооперативăн сырĕсене тата ытти апат-çимĕçе туянма май пур.
Патăрьел çĕрĕнче ÿссе çитĕннĕ, халĕ Шупашкарта тĕпленнисем, ытти хăнасем «Пехетре» ĕлĕкхи йăлапа паллашма та пултараççĕ. Агромаркетра Патăрьелсем салтак ăсатнине тата çамрăксем улах ларнине те кăтартнă.
Мартăн 1-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн ентешлĕхĕ иртет. Унта пурне те хапăл туса кĕтеççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
