Тумла пăрĕ пурнăçшăн хăрушă!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2026, 14:22 Просмотров: 41

ХĔЛ сивви пит парăнасшăн пулмасан та çанталăк çур енне кайни аванах сисĕнет. Кунсем те вăрăмланса пыраççĕ, хĕвелĕ те ăшăрах пăхать, пĕрлех çурт тăррисен хĕррипе çакăнса тăракан тумла пăрĕсем те нумайланаççĕ. Шăпах вĕсем çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăлараççĕ. Çурт-йĕр çывăхĕпе утнă чухне асăрханулăха çухатмалла мар, айккинерех пырсан тата аван. Çавăн пекех зданисем тăрринчен юр катрăмĕ лаштăрах шуса анма та пултарать. Аслисен ачасене те тумла пăрĕ пурнăçшăн хăрушлăх кăтартма пултарнине каласа памалла. Инкекрен сыхлансан аванрах, çакна манас марччĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика