КРАСНОМАЙСКИНЧИ ял клубĕнче Петр Семеновăн «Упи паттăрĕсем» кĕнекине презентациленĕ. Ăна автор Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă.
Кĕнеке тăватă пайран тăрать. Пĕрремĕшĕнче вăрçăра пуçĕсене хунă Красномайск çыннисен кун-çулне сăнланă. Иккĕмĕшĕнче — тăшманпа çапăçса тăван тăрăха таврăннисен аса илĕвĕсене, хаçатсенче çырнисене, çынсем пĕлекенсем пирки каласа панисене кĕртнĕ. Виççĕмĕшĕнче — вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсен шăписем, тăваттăмĕшĕнче — фронтран янă çырусем.
Презентацие Кзыл Чишма территори пайĕн начальникĕ Раил Камалов, Петр Семеновăн тăванĕсемпе юлташĕсем, ялта пурăнакансем тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă. Кĕнеке кашни çыншăн çывăх, историшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Август 2026 |
