КĂÇАЛ юр нумай çунăран çул-йĕре тасатакансене кăна мар, кил-çурт таврашне тирпейлесе тăракансене те çăмăл мар. Ĕçе вĕçлетĕн çеç — татах тÿперен шурă пĕрчĕсем вĕçме пуçлаççĕ. Территорисене хăтлăх кĕртессипе вăй хуракансене пулăшма республикăра «Дворнике пулăш» акци йĕркеленĕ. Муниципалитетра пурăнакансем те акцинчен айккинче юлман. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем, «Юмах» ача садĕнче тăрăшакансем тата ыттисем те акцие хутшăнса хăйсен территорисене тата ун таврашĕсене юртан тасатнă.
«Халăх вĕрсен хапха уçăлать», — тесе ваттисем мĕн ĕлĕкрен каланă. Пĕрлехи вăйпа «шурă кавире» те тасатма çăмăлрах.
Август 2026 |
