Мошенниксене пуйтарас марччĕ, асăрхануллăрах пуласчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2026, 14:21 Просмотров: 39

МАССĂЛЛĂ инфрмаци хатĕрĕсем урлă телефон ултавçисем пирки асăрхаттарсах тăраççĕ пулсан та нуша куракансем нумайлансах пыраççĕ. Мошенниксем халăха суйса ямăт укçа илмелли мелĕсене çĕнетсех тăраççĕ. 2025 çулта округра 71 çын вĕсен «вăлтине» лекнĕ, 6 млн те 124 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Çак хисепĕн 5,9 процентне çеç каялла тавăрма пултарнă.

Чăваш Енĕпе вара ултавçăсене пула 1 млрд тенкĕ ытла çухатнă. Киберпреступниксем 239 арçынпа 223 хĕрарăма шар кăтартнă.

Ултавçăсене ытларах 30-50 çулти çынсем ĕненнĕ.

Чи нумай тăкак куракансем — пенсионерсем, вĕсем 300 млн тенкĕ куçарнă.

Пĕлмен номерпе сире шăнкăравласан трубкăна тытсан та вырăсла мар, хамăрăн наци чĕлхипе калаçмалла. Нумай сăмахлама та тăрăшмалла мар, сасса çыртарса илме пултараççĕ. Асăрхануллă пулни нихăçан та пăсăклă мар.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика