Çулсеренех иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупу «Раççей спорчĕ» патшалăх программин пĕр пайĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — 2030 çулччен çĕршывра пурăнакансен 70 процентне физкультурăпа спорта явăçтарасси.
ХАКЛАВ
Олег БАХМИСОВ, СВО участникĕ:
— Спорт пурне те пĕрлештерет: ваттине те, вĕттине те... Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче тĕрлĕ наци çынни туслăн старта тăни, савăнни, пĕрле хутшăнса калаçни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Паянхи спорт уявĕнче те чăваш, тутар, ирçе, вырăс наци çыннисем пĕрле йĕлтĕрпе чупса тупăшрĕç, пĕрлех юрларĕç, вăйăсенче киленчĕç. Пирĕн Аслă Чемен шкул коллективĕпе территори пайĕ те чупура пысăк хастарлăх кăтартрĕ.
Иртнĕ шăматкун, февралĕн 14-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансем Кĕçĕн Арапуçĕнчи Виталий Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр трассине чăн-чăн чĕрĕлĕх кĕртрĕç! «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2026» массăллă чупу хаваслă спорт уявĕ пекех иртрĕ. Унта ватти те, вĕтти те, аякри-çывăхри куракан та хапăлласах пуçтарăннă. Вăрман çумĕнчи уçланкă хаваслă юрă-кĕвĕпе, спорт комментаторĕн, куракансен сассипе черетленсе спорт мероприятине тата ытларах пуянлатрĕ.
Массăллă чупу старт иличчен спортсменсене хисеплĕ хăнасем — Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, Чăваш Республикинчи физкультурăпа спорт министерствин представителĕ, Валерий Ярды ячĕллĕ олимп резервĕсен спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Семенов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, йĕлтĕрçĕсен федерацийĕн обществăлла организайцийĕн председателĕ Сергей Сафьянов, СВО участникĕ Олег Бахмисов, Раççейри тĕнче класлă спорт мастерĕ Шамиль Вахитов — ăнăçу, çивĕч кĕрешÿре пысăк çĕнтерÿ сунчĕç.
Раççейĕпех пĕр кунта иртекен спорт уявĕ савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Хамăрăн округра физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн уйрăм хастарсене «Единая Россия» политика партийĕн Тав хутне, çавăн пекех «Корэш» мелĕпе Тĕнче кубокне тивĕç пулнă çĕнтерÿçĕне Шамиль Вахитова Раççейри тĕнче класлă спорт мастерĕн удостоверенине парса чыс турĕç. Сăмах май каласан, Шамиль Илдарович округра çеç мар, Чăваш Республикинче те çак пысăк ята тивĕçнĕ пĕртен-пĕр спортсмен!
«Кайри мала — хуркайăкла, малти — тата малтан мала...»
Çак тĕллевпе ăнтăлса чупрĕç старта тăракансем. Чăн малтанах округри тĕрлĕ структура ертÿçисем массăллă чупăва пуçларĕç. Илемлĕ вăрмана илсе кĕрекен йĕлтĕр йĕрне старта тăракансем пурте çăмăллăн парăнтарчĕç, финиша хаваслă кăмăл-туйăмпа çитрĕç. Мĕн пурĕ йĕлме йĕлтĕре урине сырнă 500е яхăн çын массăллă чупăвăн сĕмне пуянлатрĕç. Вĕсенчен чи-чи кĕçĕннисен — шăпăрлансен — тăрăшулăхне сăнама уйрăмах пурне те хавас пулчĕ. Мĕнле тăрăшрĕç пĕчĕкскерсем финиша çитессишĕн!.. Вĕсемпе юнашар ашшĕ-амăшĕ çеç мар, аслашшĕ-асламăшĕ те «вăй» парса чупрĕ. Çапах та Патăрьелĕнчи «Солнышко» ача садĕнчи пилĕк çулхи Ярослав Макаров пек йĕлтĕрпе ăста чупаканни пулмарĕ. Пулас спортсмен пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă чи аслă çулхи спортсмен Кĕçĕн Арапуçĕнчи Василий Базманкин пулчĕ. Çитес çул саккăрмĕш теçетке тултаракан хисеплĕ ватă кăçал та ветерансем хушшинче чупса палăрчĕ. 75 çулхи Николай Григорьев та çулсеренех «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва хастар хутшăнать. Округри хастар пенсионерсенчен пĕри кăçал та пысăк хавхаланупа ăмăртрĕ.
— Раççейĕпе кăçал массăллă чупăва 44-мĕш хут йĕркелерĕç. Маншăн вара хăйне евĕр юбилей. Округра иртекен çак мероприятие 30-мĕш хут хутшăнтăм. Çула кура мар хамăн дистанцие хавхаланса чупса тухрăм,— кăмăлтан пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2026» Патăрьел муниципалитет округĕнче пысăк хастарлăхпа иртсе кайрĕ. Маларахри çулсенчи пекех массăллă спорт мероприятине шкул, организаци-предприяти, учреждени коллективĕсем, уйрăм çемьесем, аякран килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Акă, Хирти Пикшикре çуралса ÿснĕ Р. Яраханов 2014 çултанпа Патăрьел муниципалитет округĕнче иртекен çак спорт мероприятинче хăйĕн хастарлăхне кăтартма Хусантанах килет. Вăл кире спорчĕ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, 66 çулта. Ентешсем сывă пурнăç йĕркине хапăл туса ăмăртусене хастар хутшăннине ырласа калаçрĕ спорт ветеранĕ.
Альбина ЕГОРОВА.
Август 2026 |
