Алексей Казачкова асра тытса — хоккей турнирĕ
Сăкăтра Алексей Петрович Казачкова асра тытса 16-мĕш хут хоккей турнирне йĕркеленĕ. Пăр çинчи вăййа «Стрела», «Чайка», «Барс» командăсем хутшăннă. Çивĕч тупăшура «Стрела» команда пĕрремĕш, «Чайка» иккĕмĕш, «Барс» виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Турнира йĕркеленĕ Казачковсен çемйи командăсене медальсемпе тата укçан хавхалантарнă. Спортсменсен команди вара пархатарлă утăм тунă: 10 пин тенкĕ укçине Кариков урамне юсама, çак проекта пурнăçа кĕртнĕ çĕре яма йышăннă.
«Корэш» наци кĕрешĕвĕ вăй илсех пырать
Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланисене асăнмалли кун ветеран-афганецсем йăлана кĕнĕ йĕркепе хирĕç-тăрура пуç хунисене хисеп туса палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.
Çак кунхинех Шăнкăртамра Минхайдяр Валитов паттăр афганеца асра тытса «Корэш» наци кĕрешĕвĕпе регионсем хушшинчи 24-мĕш турнир иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчен, Тутарстанран, Марий Элтан, Ульяновск облаçĕнчен 120 ытла спортсмен хутшăннă. Юлашки çулсенче спортăн çак енĕ вăй илсех, аталансах пынине палăртмалла.
Волейбол — çамрăксемшĕн астармăш вăйă
Çак кунсенче СССР сывлăх сыхлавĕн отлчникĕ, «Хисеп палли» орден кавалерĕ, ял спортсменĕсем хушшинче нумай хутчен чемпионат çĕнтерÿçи пулнă Иван Хитров ячĕпе тата унăн парнине çĕнсе илессишĕн волейболистсен турнирĕ иртнĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре ылтăн медале «Паттăр» спорт шкулĕн волейболисчĕсем выляса илнĕ. Сăкăтри «МастерÇ» тата Патăрьелĕнчи тĕп больницăри спортсменсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Александр Никонов «МастерÇ», Сергей Долгов («Здоровье»), Тимур Каклимов (Патăрьелĕнчи тĕп больница), Артем Андреев («Паттăр») турнирта чи лайăх вылякан волейболистсем пулнине палăртнă.
Август 2026 |
