Тутарстан делегацийĕ округ пурнăçĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 13:47 Просмотров: 76

Чăваш Енре ĕçлĕ çул çÿревпе Тутар Республикинчи муниципалитет пуçлăхĕсен делегацийĕ пулнă. Вĕсем пирĕн округăн пурнăçĕпе те паллашнă.

Ушкăн муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа пĕрле Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхне çитсе курнă. Хуçалăхра пахча çимĕçе складсенче хальхи стандартпа килĕшÿллĕн упраççĕ. Пилĕк управра 7500 тонна кĕр пуянлăхĕ, унтан пысăк пайĕ — сухан-çевок. Ăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне, Калининградран пуçласа Инçет Хĕвел тухăç таранах, ăсатаççĕ.

Фермер хуçалăхĕ туса илекен çĕр улмие вырăнтах ĕçе кĕртеççĕ. Унтан чипсы хатĕреççĕ. Ăна туянакансем «Чебо» ятпа питĕ лайăх пĕлеççĕ.

Шăнкăртамри «Экопродукт» производство кооперативĕнче те хăнасемшĕн курмалли нумай пулнă. Кунта талăкра 130-135 тонна сĕте тирпейлеççĕ, 10-15 тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Услам çăва пысăк калăпăшпа та, çавăн пекех 180 грамм туса та сутаççĕ.

Делегаци строительство объектĕнче те пулнă. Пулас цех 5500 тăваткал метр йышăнать. Вăл хута кайсан типĕ сĕт хатĕрлеме пуçлаççĕ, çакă сутлăх ассортимента тата пуянлатма май парать.

Тутарстанран килнĕ ушкăн Патăрьелсем ĕçлĕхлĕ, пуçаруллă халăх пулнине курса ĕненнĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика