Фестиваль иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 13:47 Просмотров: 76

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта йăлана кĕнĕ «Ют чĕлхе урокĕсем» фестиваль иртрĕ. Педагогсем фестивальте 22 мероприяти ирттерчĕç. Пилĕк номинацинче тупăшрĕç.

«Чи лайăх акăлчан чĕлхи урокĕ» номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ф. Югаметова çĕнтерчĕ. «Класс тулашĕнчи чи лайăх мероприяти» номинацире Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Ч. Ишмуратова мала тухрĕ. Вăлах вĕрентекенсемпе чи лайăх мастер-класс кăтартса пачĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти З. Чабатовăпа Н. Антонова тата М. Воронова «Чи лайăх пĕрлештернĕ урок» номинацире палăрчĕç. Çавăн пекех З. Чабатова вĕренекенсемпе чи лайăх мастер-класс йĕркелерĕ. Методика ĕçне кăтартнă чухне те учительсем анлă тавракурăмлă пулни, хăйсен профессине юратни палăрчĕ, анчах С. Елагинăна çитекен пулмарĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Ч. Ишмуратова Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ, фестивале хастар хутшăннăшăн ăшшăн тав турĕ, палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Надежда КОШЕЛЕВА,

Аслă Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика