Лилия КУТУЗОВА, Шăхач территори пайĕн пуçлăхĕ:
— Çак кунсенче территори пайĕнче отчетлă пуху иртрĕ. Ытти çулсенчи пекех чăн малтанах 2025 çулта пурнăçланă ĕçсем пирки отчет итленĕ хыççăн халăхпа пĕрле пурнăçланă пуçаруллă ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр, ял малашлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн Чăваш Республикинчи халăх бюджечĕн программипе хута янă объектсем пирки калаçрăмăр, çав вăхăтрах 2026 çулта патшалăх программипе, хамăр пуçарупа ял инфратытăмне малалла аталантарас тĕллевпе тума палăртнă проектсем пирки те сÿтсе яврăмăр.
Хальхи вăхăтра территори пайĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — урамсене хăтлăх кÿресси, çулсене юсаса йĕркене кĕртесси. Иртнĕ çул Чăваш Республикинчи халăх пуçарăвĕн меслечĕпе Шăхач тата Кĕçĕн Чемен ялĕсенчи икĕ урама вак чул сарса тирпейленĕ.
2026 çулта пуçару бюджечĕн «Пирĕн çулсем» программипе Шăхачра тата Кĕçĕн Чементе каллех тепĕр виçĕ çула юсама палăртатпăр. Çакна та вăйсене пĕрлештернипе, республика программипе пурнăçлатпăр. Укçи-тенки республика, округ бюджечĕсенчен тата халăхран каять.
Пухура çавăн пекех Патăрьелĕнчи пушар чаçĕн представителĕ А. Еремеев, участокри врач Л. Шакурова, ветеринари участокĕн врачĕ Ф. Анюров тухса калаçрĕç, халăха кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç. Граждансен пухăвне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр хуçалăхĕн пай начальникĕ Равиль Ямалетдинов хутшăнчĕ, кĕскен муниципалитет округĕн аталанăвĕ, пурнăçа кĕрсе пыракан программăсемпе проектсем, малашлăх плансем, халăх пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Денис НИКИФОРОВ, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ:
— Территори пайĕнчи граждансен пухăвĕ пысăк хастарлăхпа иртрĕ. Чăн малтанах ял-йышпа 2025 çулта пĕрлехи вăйпа, халăх бюджечĕпе, хамăр хастарлăхпа пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр. Ку тĕлĕшпе эпир ял çыннисен ыйтăвне шута илсе иртнĕ çул сахал мар ĕç пунăçланă. Çавăн пекех 2026 çулта Чăваш Республикинчи халăх бюджечĕн программипе, патшалăх пулăшăвĕпе хута яма палăртнă объектсем пирки те калаçрăмăр. Сăмах май, кăçал Аслă Чемен территори пайĕнче виçĕ проекта ĕçе кĕртесшĕн: Аслă Чементе пушар техники валли ăшă гараж, пушар хăрушсăрлăхĕнчен асăрханма тунă шыв упранакан вырăнта хăтлăх кĕртесси, ял стеллине çĕнетесси.
Пухăва муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Фролов хутшăнчĕç. Ял пухăвĕнче граждансене кăсăклантаракан чылай ыйту хурав тупрĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
