Патшалăх ĕçченĕ, 19 çул хушши Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ, паллă профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Лев Пантелеймонович Кураков, хăй пурăннă пулсассăн, кӑҫал кӑрлачра 83 çул тултармаллаччĕ. Вăл çак анлă тĕнчере Раççейĕпех паллă, ырă ят-сумлă академик, вĕрентÿçĕ, кĕнекеçĕ пулса тăчĕ. Л.П. Кураков хăйĕн ыр кăмăлĕпе никам умне те çурăмпа тăман пулĕ...
Хăй вăхăтĕнче ытти яваплă патшалăх ĕçĕсемсĕр пуçне, çирĕм пин ытла студентран, пин ытла преподавательтен тăракан коллектива ертсе пыма пĕр самант та çăмăл мар пулнă, паллах. Университетăн Патăрьел филиалĕнче, унтан Чĕмпĕрти представительствинче самай ĕçлесе курнă май, çакна та çирĕплетсех калама пулать. Вĕсем Канашпа Куславккара та, Улатăрта та пулнă. Кун каçиччен мĕн тĕрлĕ ыйту кăна татса паман-ши? Çавах ĕлкĕрме тăрăшнă, ыттисене те ырă тĕслĕхсемпе хавхалантарса ĕçлеттернĕ. Вăл çуралнă ялĕнче, Чăваш Ишекĕнче, хăйĕн çунатлаттаракан мехелĕпе «Пĕлÿ çуртне» туса лартни те çакнах тепĕр хут çирĕплетет. Урăхла пурăнма та пултарайман. Ăслăлёх çÿпçелĕхĕнчен кăларса вырăсла, чăвашла, акăлчанла чĕлхесемпе экономика ыйтăвĕсене çутатса çырнă темиçе теçетке кĕнеке те вăл вăхăтсемшĕн кирлех пулнă. «Чăваш халăхне пулăшма çуралнă эпĕ! Эпĕ ăна ĕмĕр тăршшĕпех юратăп!» – тесе каланине урăх ертÿçĕрен тĕнче илтмеллех, пысăк йыш умĕнче каланине илтмен эпĕ.
Раҫҫейри наука кун. яч.пе республикӑра паллӑ ӑсчаха _ Лев Кураков академике халалласа Патӑрьел.нчи ӳнер шкулӗнче "Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ" ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта Лев Пантелеймоновичӑн тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан тус-юлташ пуҫтарӑнчӗ, кашни тухса калаҫакан ентеше ырӑпа асӑнчӗ, пархатарлӑ ӗҫӗсене палӑртрӗ. Муниципалитет пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов вёл округшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тунине тепӗр хут аса илчӗ. И. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университет ректорӗ Андрей Александров та ырӑпа калар., Алена Иванова профессор, Лидия Филиппова ҫыравҫӑ та ентеше чӗререн тав турӗҫ. Лев Кураков Иван Яковлев ӗҫне малалла тӑсса Чӑваш Енре пурӑнакансен вӗренӳпе пӗлӳ шайне ӳстерессинче вӑй хунӑ. Пурнӑҫӗн тӗп тӗллевне те ҫак ырӑ та пархатарлӑ шухӑш тавра ҫирӗплетсе ял ачисене хуларисенчен кая мар аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ. Ҫӗршывра университет филиалӗсене ялсенче уҫакан пӗрремӗш ректор пулса тӑнӑ. Ҫапла майпа Патӑрьел тӑрӑхӗнче кӑна икӗ пин ҫурӑ ҫамрӑк ялтан тухмасӑрах аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ. Ҫавӑн евӗр уйрӑмсем 4 районта ӗҫленӗ.
Лев Пантелеймонович пиртен уйрӑлса кайнӑранпа та 5 ҫул иртрӗ. Лев Кураков Чӑваш патшалӑх университечӗн уйрӑмӗсене ытти ҫӗршывсенче те уҫма пултарнӑ. Туслӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗ хушӑрах кунӗн-ҫӗрӗн тенӗ пек наука ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ, 700 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетлесе кӑларнӑ. Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ ҫӗршыври ытти академиксемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулнӑ. Нумайӑшӗ Кураков опычӗпе паллашма Чӑваш Ене килсе ҫӳренӗ. Ҫавра сӗтел евӗр иртнӗ асӑну каҫӗнче те сумлӑ ӑсчахӑн тӗрлӗ тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнакан юлташӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Чӑваш Ишек ялӗнчи университет уйрӑмӗ пулнӑ ҫуртра Кураков музейне йӗркелесси пирки калаҫрӗҫ. Вырӑнти “Ҫӑлкуҫ”фольклор ушкӑн илемлӗ юрӑсемпе уява пуянлатрӗ. Ҫавӑн пекех Лев Кураков кӑмӑлланӑ тутар, вырӑс юррисем те умлӑн хыҫлӑн шӑранчӗҫ.
Хисепл. ентеше халалласа Патӑрьелсем тӑтӑшах тӗрлӗрен мероприяти ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ишекре музей уҫӑлсан ку тӑрӑха туристсем те ытларах ҫӳреме пуҫлӗҫ тесе шутлатпӑр. Талантлă, çунатлă, йыхравлă Л.П Кураков профессорăн ыр тĕслĕхĕ пире те тумхахсăр çул-йĕрпе уттарма тивĕç.
Светлана Кулакова
Август 2026 |
