2015 çултанпа «Стройкомфорт» пĕрлешÿ тĕп ĕçĕсĕр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрассипе те ăнăçлă, кăтартуллă ĕçлет.
Округри тулли мар яваплă «Стройкомфорт» пĕрлешĕве нумайăшĕ пĕлеççĕ. Вăл нумай хваттерлĕ çуртсем, çавăн пекех врач амбулаторийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвать, вĕсене тĕплĕн юсать. 2006 çулта йĕркеленнĕ пĕрлешĕве Миневазых Алимов (сăн ÿкерчĕкре) ертсе пырать. Миневазых Насибуллович Шупашкарти И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультечĕн выпускникĕ. Çурт-йĕр хăпартас ĕçпе 1986 çултанпах вăй хурать. Аслă пĕлÿллĕ специалист маларах МСОра тĕп инженерта тăрăшнă.
— «Стройкомфорт» пĕрлешÿ Патăрьелĕнче тунă çуртсенче пурăнакансене хăтлăхпа тата тирпейлĕхпе тивĕçтерес, пĕр-пĕрин хушшинчи ырă хутшăнусене çухатас мар тесе управляющи компани турăмăр. Хальхи вăхăтра пирĕн яваплăхра тăватă — Ленин урамĕнчи 34 тата 34Ÿ2, Киров урамĕнчи 1 тата 1Б — çурт. Подъездсенчи урайне техничкăсем çусах тăраççĕ, чÿречесемпе стенасене те варалансанах тасатаççĕ. Дворник та пур. Вăл çуллахи вăхăтра нумай хваттерлĕ çуртсен умĕсене тасатса тăнисĕр пуçне тĕрлĕ çеçке çитĕнтерет, — терĕ Миневазых Насибуллович.
Кăçал хĕл юрпа аван савăнтарать. «Стройкомфорт» пĕрлешÿ ĕçченĕсем нумай хваттерлĕ çуртсен умĕсенчи юрсене ирпе ирех тасатма пикенеççĕ. Подъездсенче мĕнле те пулин кăлтăк пулсан та çийĕнчех пĕтереççĕ. Электричество лампочкисем çунса кайсан та кам та пулин ырă кăмăллă пулса лартасса кĕтмелле мар, электриксем çийĕнчех çунса кайнисене çĕннисемпе улăштараççĕ. Çуркунне тата кĕркунне монтажниксем канализаци пăрăхĕсене тасатаççĕ.
Подъездсене вăхăтра тасатса, тирпейлесе тăнăран çуртсенче пурăнма та кăмăллă. Çакна хваттерте пурăнакансем те палăртаççĕ, çавăнпа та уйăхсерен коммуналлă çăмăллăхсемшĕн укçи-тенкине те вăхăтра тÿлеççĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Август 2026 |
