Историпе культура еткерлĕхне ламран-лама упрар

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 13:42 Просмотров: 72

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин проекчĕсенчен пĕри — «Истори астăвăмĕ» («Историческая память»). Проект тĕллевĕсем — Раççейĕн историпе культура еткерлĕхне упрасси, çамрăксене патриотла воспитани пама пулăшасси, историе фальсификацилеме хăтланнисене хирĕç тăрасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата сусăрсене социаллă пулăшу парасси, историпе культура палăкĕсене реставрацилеме пулăшасси, 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пулăмĕсен темипе «Çĕнтерÿ диктанчĕ» ирттересси тата ытти те.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Истори астăвăмĕ» («Историческая память») парти проекчĕн регионти координаторĕ Андрей Александров «Дарите книги с любовью» Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх акцине хутшăнса Патăрьел муниципалитет округне чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев еткерлĕхĕ пирки паха кĕнекесем парнеленĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика