Юратнă ĕç хавхалану кÿрет

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 13:41 Просмотров: 73

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Галина Еслюкова медицина сукмакне тапкăрлатма пуçлани кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнче 44 çул çитет. Çак тапхăрта вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупма, хисеппе чыс çĕнсе илме пултарнă. Нумайăшĕшĕн вăл чи çывăх çын вырăнĕнчех.

Йĕпреç округĕнчи Климкасси ялĕнче 1962 çулта кун çути курнă хĕр пĕчĕклех шурă халат тăхăнса çынсене сиплеме ĕмĕтленнĕ. Çемьере пĕрин температури хăпарсан хĕр ача тÿрех ăна хăмла çырла варенинчен чей туса ĕçтернĕ. Пÿрнене çÿп кĕрсен те пулас медик пĕр хăрамасăрах кăларнă. Ĕмĕчĕ Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрсен пурнăçланнă. 1982 çулта диплом илнĕ хыççăн направленипе Кĕçĕн Патăрьелне килнĕ.

— Малтан кунта трахомăпа кĕрешекен пункт çеç пулнă. Эпĕ ĕçлеме килсен çеç фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç. Çавăнтанпа Кĕçĕн Патăрьелĕнче ĕçлетĕп. Икĕ çул Тăрăнсем те ман участокрахчĕ. Чирленĕ çынсем чĕнсессĕн талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те вĕсем патне каятăп. Çынсене ФАПра йышăннисĕр пуçне аслă çултисем, килтен тухайманнисем патне Светлана Лепешкина санитаркăпа пĕрле çÿретпĕр: юн, мазок илетпĕр. Маларах вара пĕчĕк ачасем ялта нумайччĕ. Ун чухне ирхине ĕçе кĕричченех пĕчĕккисен, ача çуратнă хĕрарăмсен сывлăхĕпе кăсăкланнă. Шел пулин те, халĕ «çĕнĕ кайăксем» сахалтарах çав, — терĕ Галина Аркадьевна хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май.

2021 çулта Кĕçĕн Патăрьелĕнче «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ ФАП хута кайрĕ. Галина Еслюкова ăшă, хăтлă, тивĕçлĕ условисемлĕ ĕç вырăнĕшĕн савăнса пĕтереймест. Çавăн пекех хăйĕн ĕçне питĕ юратнине, çакă йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнине палăртать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакансем хисеплеççĕ. Галина Аркадьевна тăрăшулăхне округра та, регионта та палăртнă, унăн сăн ÿкерчĕкĕ вăхăтĕнче республика больници территорийĕнчи «Хисеп хăми» çинче çакăнса тăма тивĕçнĕ. Муниципалитетри «Хисеп хăми» çинче те фельдшер сăнĕ. 2016 çулта Чăваш Енре йĕркеленĕ «Чи лайăх ФАП фельдшерĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Медицина — манăн чĕнÿ» («Медицина — мое призвание») конкурсра та «Тавах, медсестра» номинацие лекнĕ.

Галина Аркадьевнăпа «Батыревский» пĕрлешÿре тăрăшакан Владимир мăшăрĕ икĕ хĕр те пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем 6 мăнукпа тата пĕр кĕçĕн мăнукĕпе чунтан савăнаççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика