Кадрсене хатĕрлес, ака-суха, çурхи ейÿ тапхăрĕ тата ытти ыйту тавра калаçрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 13:37 Просмотров: 117

Кашни уйăхрах муниципалитет округĕсенче информаци кунĕнче паянхи чи çивĕч ыйтусене халăхпа тĕл пулса сÿтсе яваççĕ. Информаци кунне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Роман Краснов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Мария Сергеева, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, организаци-учреждени ертÿçисем хутшăнчĕç.

Информаци кунĕ савăнăçлă мероприятинчен пуçланчĕ. Чăн малтанах çамрăк çемьесене пурăнмалли хăтлăхпа тивĕçтермелли патшалăх программипе çичĕ çемьене социаллă çăмăллăх паракан свидетельствăна парнелерĕç, «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿри тата ĕçри уйрăм ăнтăлушăн Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ 15 çамрăка свидетельствăсем парса саламларĕç.

Тĕп темăсенчен пĕри Чăваш Республикинчи вĕрентÿ организацийĕсенче кадрсем хатĕрлесси, тĕллевлĕ вĕрентÿ çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçма пулăшни пирки пулчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕрентĕве 2030 çулччен аталантарма палăртнă стратегисем, ку тĕлĕшпе округра мĕнле ĕçсем пурнăçланса пыни пирки доклад туса пачĕ. 2020 — 2025 çулсенче вĕрентÿ организацийĕн выпускникĕсемпе мĕн пурĕ тĕллевлĕ вĕренÿ пирки 14 килĕшÿ тунă. Çакă чăн малтанах çамрăк специалистсене вĕренсе тухнă хыççăн шанчăклăн ĕçе вырнаçма май панине палăртрĕ Ирина Петровна.

Хальхи вăхăтра 2026 çулхи çурхи шыв-шуртан асăрханасси, çак тĕллевпе территори пайĕсенче чрезвычайлă лару-тăрăва сирме, халăха пулăшу пама, кирлĕ пулсан мобилизацилеме палăртнă ĕçсем пирки администрацин чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальнкĕ Григорий Каллин ыйтăва çивĕчлетрĕ. 2018 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăйлă сарăлнă шыв-шур пăтăрмахĕ округра пурăнакан 9 ялти (Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел, Кивĕ Ахпÿрт, Первомайски, Тикеш) уйрăм урамсемшĕн пысăк хăрушлăх пулма пултарнине кăтартса пачĕ. Григорий Николаевич хăйĕн докладĕнче шыв-шур пăтăрмахне сирес тĕллевпе округ администрацийĕнче ятарлă комисси ĕçленине, ку тĕлĕшпе вырăнсенче шыв-шура хатĕрленсе мĕнле ĕçсем пурнăçланине сăнасах тăнине, ыйту çирĕп тимлĕхре пулнине каларĕ.

Çурхи шыв-шур кĕрлесе иртсе кайнă хыççăнах çĕр ĕçченĕ ака-сухана тухма хатĕрленет. Ку тĕлĕшпе паянхи кун округра мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ, вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем янтăласси еплерех? Çак тата ытти ыйту тавра администарци пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пай начальникĕ Юлия Селиванова доклад турĕ. Çакна палăртмалла: кĕрхисен 80 проценчĕ аван хĕл каçнă, 20 проценчĕ вăтам, паянхи куна вăрлăхсен 85 процентне тĕрĕслеттернĕ, хуçалăхсенче кирлин 44 процентне çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килнĕ.

Информаци кунĕнче çавăн пекех информаци хăрушсăрлăхĕ, кибермошенничествăна хирĕç кĕрешес ĕç округра мĕнле йĕркеленсе пыни пирки РФ ШĔМĕн округсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи полици начальникĕн çумĕ Алексей Быков паллаштарчĕ.

Информаци кунне хутшăннисем граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика